14 августа 2013 г.
Çу кунĕсем вĕçленсе пыраççĕ пулсан та çанталăк лайăх тăрать-ха, çавăнпа та шыва кĕрекенсен йышĕ чакмасть. Хăш-пĕр чухне асăрханулăх çинчен манатпăр. Ачасем çеç мар - ашшĕ-амăшĕ те.
Кăçал кăна Чупай тата Кĕлкеш ял тăрăхĕсенче шыва кĕнĕ чухне икĕ ача путса вилчĕç. Çавăнпа та çакна асра тытмалла. Ачасен лайăх ишме вĕренмесĕр шыва кĕмелле мар. Тепĕр чухне лайăх ишекене те ăнсăртран шăнăр туртни инкек кăтартать. Çавăнпа шыв температури 17-19 градус ăшă пулсан, 10-15 метр хушши кăна ишмелле çыннăн. Енчен те сасартăк шăнăр туртсан, çурăм çине выртса хăвăрт шывран тухма тăрăшмалла. Шыва сывлăш температури 20-25 градус ăшă пулсан, майĕпен кĕмелле. Шыв хăвăрт юхакан вырăна лексен, юхăма май ишсе майĕпен çыран хĕррине тухма тăрăшмалла. Шыв çаврăнса тăракан çĕрте те тÿрех хăраса ан ÿкĕр. Вăрăммăн сывласа илĕр те шыва чăмăр, хăрушлăхран айккинелле кайма тăрăшăр та çиеле ишсе тухăр. Шыв курăкĕпе çыхлантăр пулсан, ан тапкаланăр. Çурăм çине выртса курăк тыткăнĕнчен лăпкăн хăтăлăр. Çывăхра ишсе иртекен кимĕ е ытти шывра ишекен транспорт патне ан пырăр. Пĕлмен вырăнта шыва ан сикĕр, тĕпĕнчи тĕрлĕ япала çумне тăрăнса тăна çухатма пултаратăр. Апат çинĕ хыççăн 1,5 е 2 сехет иртсен кăна шыва кĕме юрать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Район администрацийeн ятарлa ecсен пайe.