14 августа 2013 г.
Ĕçлемесĕр пысăк укçа илме ăнтăлакансем ĕмĕрсем тăршшĕпех пулнă. Çулсем иртеççĕ - вĕсен йышĕ чакмасть, электронлă ĕмĕре кĕнĕ май çак майсем йышлансах пыраççĕ. Кĕсье телефонĕсем кашнин тенĕ пекех пур чухне вăрăлла ĕçсем çак енĕпе пулса пыраççĕ. Вĕсем тем тĕрлĕ те. Калăпăр, сирĕн патне шăнкăравласа пысăк парне выляса илни çинчен пĕлтереççĕ, анчах уншăн укçан пĕр пайне куçарса памалла. Ĕненме ан васкăр! Теприсем - социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем тейĕпĕр - шăнкăравлаççĕ те тĕрлĕ пулăшу парасси çинчен пĕлтереççĕ, укçа ыйтаççĕ. Тĕрлĕ эмел сутакансем те пур - çавăн пекех хăтланаççĕ.
Чи анлă сарăлнисем вара çаксем: электрон картта хупăнни çинчен пĕлтерни (кун пекки пирĕн районта та пулнă) тата пĕр-пĕр çывăх çын аварие лекни çинчен пĕлтерни. Улталанас мар тесен мĕн тумалла-ха?
- Электрон карттăна хупнă текен СМС-хыпар илсен малтан телефон урлă банкпа çыхăнăр е унта ятарлса кайсах килĕр. Банк нихăçан та урăх счет çине куçарма ыйтса СМС-хыпар ямасть;
- Сирĕн тăванăр авари тунă, уншăн уголовнăй ĕç пуçарас мар тесе укçа кăларса хума ыйтать пулсан суя полицейские тепĕр хут шăнкăравлама ыйтăр. Хăвăр çав хушăра тăванăрпа çыхăнăр. Унтан çийĕнчех 02 (кĕсье телефонĕпе 020) номерпе полицине пĕлтерĕр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: С.КАЗАКОВ, РФ ШEМeн «Урмарский» уйрaмeн аслa оперуполномоченнaйe.