АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăмри Чĕмпĕр шкулĕ

14 августа 2013 г.

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 80 (10107), 81-82 (10108-10109) номерсенче).

Хамăр вара шкулта вулама юраман кĕнекесене алла тытрăмăр. Революцилле юрăсем юрлама пуçларăмăр. Ачасем Константин Иванов куçарнă «Вăранăр, тапранăр» юрра чăвашла янраттарчĕç. Анчах та эпир пăлханнин усси пулмарĕ. Д.Кочуров çаплах пире вĕрентрĕ, çаплах мăшкăлласа кулма чарăнмарĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл чăвашсенчен çеç мар, вырăс ачисенчен те кулчĕ. Каллех пăлхана пуçларăмăр. Çавăнпа иккĕмĕш петици хатĕрлерĕмĕр. Унта 37-ĕн алă пусрăмăр. Ушкăнран пиллĕкĕшĕ кăна çак ĕçе хутшăнма кăмăл тумарĕç. Петицие пĕтĕм класс умĕнче И.Я.Яковлева алăран эпĕ тыттартăм. Инспектор ман çине тĕлĕннĕн пăхса: «Эсĕ! Эсĕ!...», - терĕ. Унтан пурте харăс забастовка пуçланнине пĕлтерсе класран тухса кайрăмăр.

Петицие панă хыççăн каçхине шкул çурчĕ çине хĕрлĕ ялав çакса хунăччĕ. Кăна кам тунă-ши тесе тĕлĕннĕччĕ эпир. Чылай çултан Шăхасан райĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ Ванерккепе калаçнăччĕ. Вăл эпир забастовка тунă чухне хĕрарăмсен уйрăмĕнче юлашки курсра вĕренетчĕ. Вĕсен класĕпе общежитийĕ пирĕн çийĕн çÿлти хутраччĕ. Эпир, арçын ачасем, унта çÿремен, пире унта çÿреме те юраман. Аслă класра вĕренекен хĕрачасем хăюланса хĕрлĕ пуставран ялав çĕлесе шкул тăррине çакнă иккен.

Пирĕн класс иккĕмĕш петици париччен уйăх ытла пăлханчĕ. Класра революци юррисене юрлаттăмăр, кайран урама та туха пуçларăмăр. Кашни кунах пăлхавлă шухăшсемпе çĕкленсе, хамăрпа кайран мĕн пулассине уямасăрах, И.Я.Яковлев ăс парса ÿкĕтленине ăша хывмасăр пăлханса пурăнтăмăр.

Паллах, реакци вăйланса пынă вăхăтра чăваш шкулĕнчи пăлхавлă лару-тăру пĕр йĕрсĕр иртсе каяймастчĕ. Куншăн шкул инспекторне И.Я.Яковлева та пуçран шăлман пулĕччĕç. 1907 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Хусан вĕренÿ округĕн попечителĕ А.Деревицкий хушнипе Чĕмпĕрти чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкултан класĕпех хуса кăларчĕç. Пире кашнинех Свидетельство тыттарчĕç. Акă вăл: «Свидетельство. Предьявитель сего воспитанник 1 класса Симбирской чувашской учительской школы Никифоров Александр Никифорович уволен в дом родителей, в с. Арабоси, Цивильского уезда, Казанской губернии, в удостворение чего и выдано ему, Никифорову, настоящее свидетельство. Инспектор И.Я.Яковлев. г. Симбирск, 8 марта 1907 года». Паллах, çак хутран уссинчен ытларах сиенĕ пулнă: «Мĕншĕн киле янă; Мĕншĕн вĕренсе пĕтермен;». Тĕрĕссипе, çак Свидетельствăна «кашкăр билечĕ» темелле. Яла таврăнсан кашни куран, кашни тĕл пулан çапла ыйтатчĕ, хуравласа пĕтерме çукчĕ. Çавăнпа май пулсанах урăх тĕлелле тухса каяс килетчĕ. Чылай çул иртсен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хамăр еплерех пăлханни пирки шухăша каяттăм: «Тĕрĕсех тунă-ши эпир; Пире пула Яковлев шкулне пĕтĕмпех хупма та пултарнă вĕт». Шкул çыруçи Тимофей Евстихеевич пире çапла асăрхаттарса калатчĕ: «Эсир айванккасем-ха. Пĕлместĕр Иван Яковлевича шкула тытса тăма еплерех йывăррине. Укçа-тенкĕ çитменни çеç мар, пысăк вырăнти чиновниксем чăваш ĕçне кураймасăр ура хума пăхаççĕ, халĕ акă эсир пăлханатăр. Çук, ырри патне çитермест кун пек хăтланни. Иван Яковлевича пулăшас пулать, итлес пулать». Эпир вĕренÿ программине çĕнетме, хамăр килĕштермен преподавателе улăштарма, вĕрентÿ меслечĕсене лайăхлатма ыйтрăмăр. Анчах та çирĕпленсе çитнĕ вĕрентÿ йĕркине Иван Яковлевич хăй тĕллĕн улăштарма пултарайманнине эпир ăнланман. Пирĕн çамрăк пуçсене Раççейри революциллĕ лару-тăру пысăк витĕм кÿчĕ çав. Чĕмпĕрти шкулта пурлăх тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ шайри ачасем вĕренетчĕç. Пĕрисем пуян çемьерен тухнă, теприсем - вăтаммисем, виççĕмĕшĕсем - чухăнсем. Эпĕ, çити-çитми пурнăçпа пурăнакан кил-йышран тухнăскер, атă-пушмак е хаклă çипуç туянма пултараймастăм, çавăнпа çăпатапа, пиртен çĕлетнĕ тумпа çÿреттĕм. Паллах, ман пеккисем чылайăнччĕ, чаплă тумпа çÿрекенсем те пурччĕ. Вĕсенчен хăш-пĕрисем, пирĕн класра вĕренекенсемех, - халĕ пурте пĕлекен «Нарспи» авторĕ Константин Иванов, «Янтрак янравĕ» поэма авторĕ, паллă сăвăç Николай Шупуççынни. Килтен сайра-хутра ярса паракан укçа çитсех пымастчĕ, çав юрлă пурнăç та пăлханма хистерĕ пулĕ.

Чĕмпĕртен таврăннă хыççăн çулталăка яхăн Арапуçĕнчех пурăнтăм. 1908 çулхи июльтен Ф.Баумăн Теччĕ хулинчи çăмарта складĕнче ĕçлерĕм, унтан Хусанти пĕр заводра вăй хутăм. 1910 çулта вăрман хуçалăх шкулне вĕренме кĕтĕм, кайран ĕмĕр тăршшĕпех вăрман ĕçĕнче тăрăшрăм. 1915 çулта пирĕн ялти шкулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Акулина Николаева ĕçлеме пуçларĕ. Вăл Урнар ялĕнченччĕ. Эпĕ унпа çывăх паллашрăм.Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пирки, Иван Яковлевич çинчен ыйтса пĕлтĕм. Акулина Николаевна мана хурлăхлă хыпар пĕлтерчĕ: пирĕнпе пĕр класра вĕреннĕ чаплă поэт, куçаруçă, вĕрентÿçĕ Константин Иванов пурнăçран уйрăлнă. Ăна И.Я.Яковлев пăлхава хутшăннине пăхмасăр шкула ĕçлеме илнĕ иккен, учитель ятне илме пулăшнă, 1908 çулта «Сказки и предания чуваш» кĕнекере «Нарспи» поэмине пичетленĕ. Автор ятне тÿрремĕн кăтартман пулин те, хайлава Константин Иванов çырнине пĕлеттĕмĕр. Шел, талантлă поэтăмăрăн ĕмĕрĕ пит кĕске пулчĕ. Унăн ырă сăнарне эпĕ яланах астуса пурăнатăп.

Çын ĕмĕрĕ вăрăм мар. Кашнин вăл тĕрлĕрен килсе тухать. Ăраскалăмăра хамăрах тăватпăр тетпĕр те пурнăç сукмакĕ ăçта илсе каяссине малтанах пĕлме çук çав. Эпĕ ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртеймерĕм - вĕрентекен пулаймарăм. Ÿкĕнетĕп-и халь тин çавăншăн; Çук! Чĕмпĕрте икĕ çула яхăн пурăнса чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев патĕнче вĕренсе куртăм. Чăваш культурин паллă деятелĕсемпе - Константин Ивановпа, Николай Шупуççыннипе, Данил Эльменпе - пĕр класра пулни те телей! Вĕсемпе курнăçни, калаçни - манăçми самантсем.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.Никифоров аса илeвне В.Цыфаркин йeркелесе cырнa.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика