АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçлани сахал мар, тумалли çинчен те манар мар

14 августа 2013 г.

Пурнăçлани сахал мар, тумалли çинчен те манар мар

Юлашки çулсенче Вăрмар поселокне тирпей-илем кĕртес, халăха пурăнма хăтлă вырăн тăвас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç. Куратпăр ĕнтĕ, поселокра илем кÿртекен физкультурăпа спорт комплексĕ «Илем», çĕнĕ чукун çул вокзалĕ, уйрăм çынсен икĕ хутлă çĕнĕ магазинĕсем, нумаях пулмасть райпон «Светлица» ятлă кафе хута кайрĕ, тĕп урамри чечексен речĕ куçа тыткăнлать...

2013 çула Раççейре тăван тавралăха упрамалли çулталăк тесе йышăннă. Çавăнпа та кăçал тĕрлĕ йывăçсем лартасси, район территорийĕнче вырнаçнă нумай-нумай кÿлĕсемпе тунă шыв плотинисене сыхласа хăварасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.

Чăвашра мĕн ĕлĕкренпех ялсене пуçласа янă чух вĕсене тĕрлĕ юхан шыв хĕррине лартма тăрăшнă, çывăхра вăрман-ката пулнине те пысăк вырăна хунă, юхан шыв хĕрринче тĕрлĕ шыв арманĕсем лартнă, кунтах тĕрлĕ хур-кăвакал ĕрчетме меллĕ пулнă, ял çумĕнче те нумай çил арманĕсем вырнаçнă.

Вăрмар поселокĕнче экологи çулĕнче тумалли ĕçсем сахал мар тесе шутлатăп. Сăмахран, çĕнĕрен пĕр икĕ кÿлĕ е плотина тума меллĕ вырăн пур. Хальхи вăхăтра поселок территорийĕнче вырнаçнă Водокачка кÿллинчен аяларах плотина, кÿлĕ тумалăх вырăн пур, çавăн пекех Вăрмар - Тикаш çулĕнчен сулахайра вырнаçнă лупашкара шыв тытса хăварма май пур, кунтах 4-5 шыв çăлĕ, çурхи шывпа та кÿлĕне тултарма пулать. Стройкăна йÿнетме халăх стройки енĕпе тĕрлĕ субботниксем ирттерме пулать.

Темиçе çул каялла Ара шывĕ хĕррине тĕрлĕ йывăç лартса пĕчĕк вăрман туса хучĕç, халĕ халăх унта кăмпа пуçтарать, уçланкăсем хĕррипе те ĕлĕк лартнă чылай йывăç ÿсет. Ку енĕпе уйрăмах поселокра пурăнакан В.Николаев пуçаруллă пулчĕ, халĕ те кашни çулах вуншар, çĕршер йывăç лартакансем сахал мар, районти шкулсем те кашни çулах çут çанталăка илемлетес, тĕрлĕ йывăçсем лартас ĕçе активлă хутшăнаççĕ.

Вăрмар поселокĕнче те тирпей-илем кĕртес, тĕрлĕ йывăçсем лартас енĕпе юлашки вăхăтра чылай ĕçсем турĕç. Кăçал Заводская урамри çула асфальт çул сарчĕç, Ленин урамĕнче çул хĕррипе йывăçсем лартрĕç, анчах та, шел пулин те, газон курăкĕсене электроçавапа çулнă чухне лартнă йывăçсен 70 процентне хăртса лартрĕç. Поселок администрацийĕн кун пек япаласене асăрхаса тăмалла. Çавăн пекех поселокри стадионта шыв башни çывăхĕнче вĕрене йывăçĕсем, пиçен курăксем ÿсеççĕ, пасар территорине Мир урамĕ енчен пырса кĕнĕ çĕрте вара çумăр хыççăн автомашина ураписем путмалăх лачакасем пур. Киосксем хыçĕнче тĕрлĕ картун коробкăсем, ытти çÿп-çап куписем пур, ĕлĕк 1-мĕш шкул пулнă çурт çумĕнче те пиçен, ытти çум курăк ÿсет. Çак япаласем поселок центрĕнче вырăнлă мар. Поселокра куçа савăнтаракан, тирпей-илем кÿрекен вырăнсем шутне эпĕ ача-пăча сачĕсен территорийĕсене (уйрăмах 2-мĕш номерлĕ ача-пăча сачĕ), чылай нумай хутлă çуртсен кил-картишĕсене кĕртетĕп. Çав вăхăтрах поселокра тĕрлĕ пĕлтерÿсем кашни юпа çумĕнчех, ытти тĕрлĕ хÿмесем çинче те çакăнса тăраççĕ. Поселок центрĕнчех пĕр-икĕ хаçат стенчĕ пулсан вырăнлă пулмалла, пĕри, калăпăр, вокзал çывăхĕнче.

2013 çулта уйăхлăха хутшăнса çут çанталăка сыхлас,тирпей-илем кĕртес, йывăç лартас енĕпе уйрăмах хастар ĕçлемелле, çак ĕçе малалла та аталантармалла.

Чăвашсем ĕлĕкрен каланă: «Кунта мĕнле хуçа пурăнни картишне кĕрсенех паллă». Асăннă ĕçсене кирлĕ шайра тытса пырасси вара пĕтĕм халăхран, пуçлăхсем ĕçе мĕнле йĕркеленинчен нумай килет.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.НАРСОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика