14 августа 2013 г.

Çын ĕçлеме юратнине вăл тытса пыракан хуçалăха кура хаклаççĕ: енчен те çурт хитре пулсан, пахчара, кил-çурт çумĕнчи территорире тирпей-илем хуçалансан унта хисепе тивĕçлĕ чăн-чăн хуçа пурăнать, унпа ĕçлеме пулать. «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи ĕçĕ-хĕлĕ пирки те çакнах каламалла. Унăн генеральнăй директорĕ Николай Владимирович Зайцев палăртнă тăрăх, общество аталанăвĕнче ĕç çынни пысăк вырăн йышăнать. Вĕсем тăрăшнипех ĕнтĕ çулран çул поселокра капмар çуртсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хăпараççĕ. Çавна май ĕç кăтартăвĕсем те курăмлă вĕсен. Кăçалхи çур çулта пурĕ 61 миллион та 461 пин тенкĕлĕх строительствопа монтаж ĕçсем пурнăçланă, çав шутран хăйсен вăйĕпе - 52 миллион та 203 пин тенкĕлĕх.
Хăйсен профессиллĕ уявне - Строитель кунне те вĕсем лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Палăртма кăмăллă: асăннă общество хальхи рынок тапхăрĕнче вăйлă аталанса пырать. «Çынсене хăтлă çурт-йĕр туса парасси - пирĕн тивĕç», - тет Н.Зайцев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май. Хальхи вăхăтра вĕсем пурнăçлакан ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Поселокра хăпартнă капмар та хăтлă çуртсем кунти рабочисем ăста аллисем пурнăçланипе пулнă. Халĕ акă Крупская урамра тепĕр икĕ капмар çурт хăпартассипе ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне социаллă объектсем те тăваççĕ. Вĕсенчен пĕри - Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çĕнĕ 2013-2014 çулсенчи вĕренÿ çулне ачасене кĕтсе илме хатĕр. Ялсенчи культура керменĕсене, фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетессипе те кунти рабочисемех тăрăшса вăй хураççĕ.
Профессиллĕ уявпа - Строитель кунĕпе Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин ĕçченĕсене саламларĕ, хăтлă çурт-йĕр ытларах хăпартса вырăнти халăха тивĕçтермеллине каларĕ. «Ку общество пуян опыт пуррипе, ырă йăла йĕркесене тытса пынипе, кадрсен потенциалĕ çирĕп пулнипе палăрса тăрать. Эсир халăха кирлĕ, ырă ĕç туса пыратăр. Çак пархатарлă ĕçре сире иксĕлми вăй-хал, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çирĕп сывлăх сунатăп»,- терĕ Константин Владимирович. Ĕçре палăрнă пултаруллă строительсене К.Никитин ЧР строительство, архитектура тата коммуналлă хуçалăхĕн министерствин Хисеп грамотисемпе тата Вăрмар район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе наградăларĕ. Çавăн пекех асăннă обществăн генеральнăй директорĕ Н.Зайцев ăста строительсене пархатарлă ĕçре пысăк ÿсĕмсем тума ăнăçусем сунчĕ, пултаруллисене обществăн Хисеп грамотисене парса чысларĕ.
Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ - Вăрмар райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов та строительсене профессиллĕ уявпа саламласа ăнăçусем сунчĕ. Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г.Боредский капмар та хăтлă шкул хăпартса панăшăн «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин генеральнă директорне Н.Зайцева, кунти мĕн пур строительсене шкул администраци, педколлектив, ачасен ячĕпе тав турĕ, малашне те çĕнĕ строительство объекчĕсем хăпартма çирĕп сывлăх сунчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.