АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак ячĕ манăçмасть

12 августа 2013 г.

Пысăк Енккасси ялĕнче Виктор Гаврилов интернационалист-салтака асăнса ял урамĕсен командисем хушшинче мини-футболла выляссипе йăлана кĕнĕ йĕркепе 7 хутчен турнир тухăçлă иртрĕ. Ялти Çутă, Академическая, Çамрăксен, Николаев, Карл Маркс ячĕллĕ урамсенчи 5 команда тĕп парнене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Çивĕч тупăшура куçса çÿрекен Кубока Карл Маркс урамĕнче пурăнакансен команди тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕ командăра А.Григорьев, Н.Никифоров, А.Романов, Д.Григорьев, С.Михайлов, В.Гаврилов уйрăмах палăрчĕç. Турнирта пĕлтĕр çĕнтернĕ Николаев урамĕн командин иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Пьедесталăн 3 картлашки çине Çамрăксен урамĕн команди хăпарчĕ. Турнирта «Чи лайăх вратарь» ята Н.Никифоров тивĕçрĕ, пĕр вăйăра 6 хутчен мечĕке хапхана тапса кĕртрĕ. Чи лайăх выляканни Н.Иванов (Николаев урамĕ) пулчĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи В.Гаврилов призерсене медальсем, парнесем, чи лайăх вылякансене «КамАЗ» эмблемăллă сехетсем парса чысларĕ. Çутă тата Академическая урамсен командисене хавхалантармашкăн парнесем панă.

Турнира хутшăнакансене райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ А.Тихонов, физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Л.Агапова, Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, Пысăк Енккассинчи шкул директорĕ Г.Архипова, спорт журналисчĕ А.Хованский саламларĕç. Ăмăртăва йĕркелекенсем, тĕп спонсорсем - Владиславпа Валериан Гавриловсем - Раççей тава тивĕçлĕ тренерне Ю.Архипова, Н.Сейфуллин, О.Антонов судьясене, йĕркелÿ комитечĕн председательне Н.Гаврилова тав турĕç. Футболистсен ячĕпе М.Александров пĕр тăван Гавриловсене сывă пурнăç йĕркине пропагандăланăшăн тав турĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.Гаврилов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика