10 августа 2013 г.
Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрмарти центрăн тĕп ĕçĕ-хĕлĕ çынсене ĕç вырăнĕсем сĕнсе хăйсене кирлĕ ĕç вырăнĕсем тупса парасси.
Тĕллевлĕ çак ĕçе пурнăçлама вара предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсемпе тĕрлĕ шайри предпринимательсемпе пĕрле ĕçлемесĕр пулмасть. Çавăнпа та чи малтан вĕсене чĕнсе каласшăн - сире васкавлă ĕçсем пурнăçламашкăн ятарлă ĕç специальноçĕ илмен çынсем кирлĕ пулсассăн вăхăтлăх ĕçе çул çитмен çамрăксене те явăçтарма пултаратăр. Çакă палăртнă ĕçсене пурнăçлама май панисĕр пуçне çамрăксене ĕçе хăнăхтарма, малашлăх валли опыт пухма, йĕркелĕхе пăсассине чакарма, вĕсен çемйисене тупăш илсе килме май парать. Мĕнле документсем кирлĕ-ха ĕçе илнĕ чухне: паспорт, СНИЛС, уйрăм çыннăн банкри счечĕн номерĕ.
Ĕç укçине ĕçе илекен палăртнă ĕçе пурнăçланăшăн РФ саккунĕсемпе килĕшÿллĕн тÿлет. Енчен те эсир 14 çултан пуçласа 18 çула çитмен çамрăксене ĕçе илтĕр пулсассăн, ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тунă договор урлă эпир уйăхне 1275 тенкĕ хушса тÿлетпĕр.
Тÿлевлĕ обществăлла ĕçсене мĕнле йĕркелеççĕ-ха; Çак тĕллевпе пирĕн центр эсир тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама çынсем кирли çинчен ыйтса çырнине пăхса тухать. Сирĕнпе пĕрлех тÿлев ыйтăвне сÿтсе яватпăр. Ун хыççăн РФ саккунĕсемпе килĕшÿллĕн кĕске вăхăтлăх договор çыраççĕ. Çак договорта обществăлла ĕçсене хутшăннăшăн ĕçсĕр граждансене центр тÿлемелли хушма укçа-тенкин суммине - 1700 тенкĕ - палăртса хăварать. Обществăлла ĕçсене центра килсе регистраци тунă çынсене, хăйсем килĕшнĕ тăрăх, явăçтараççĕ. Вĕсен вара çакăн пек документсем пулмалла: вĕренÿ заведенийĕ пĕтерни çинчен калакан документ, СНИЛС, ИНН, уйрăм çыннăн банкри счечĕн номерĕ, юлашки 3 уйăх хушшинче ĕç укçи илни çинчен калакан справка, ĕç кĕнеки.
«Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ» программа та ĕçлет. Вăл пуçламăш тата вăтам профессиллĕ пĕлÿ илнисене пырса тивет. Техникумсенчен, колледжсенчен, училищĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăксене пуçласа ĕçе вырнаçма çăмăлах мар. Вĕсене çак енĕпе пулăшас тесе центр 18 - 20 çулхи çамрăксене асăннă программăна хутшăнма чĕнсе калать. Унта хутшăнас тесен пирĕн центра пымалла. Ĕçсĕр пулни çынсен регистрациленме çак документсене тăратмалла - вăл е ку вĕренÿ заведенине пĕтерни çинчен калакан диплом, паспорт, СНИЛС, ИНН, уйрăм çыннăн банкри счечĕн номерĕ. Ĕç укçине ĕçе илекен РФ саккунĕсемпе килĕшÿллĕн тÿлет. Ĕçсĕр граждансене вăхăтлăх ĕç пурнăçланăшăн пирĕн центр 1700 тенкĕ укçа тÿлет.
Пирĕн адрес: Вăрмар поселокĕ, Чкалов урамĕ, 2-мĕш çурт. Тел.: 2-12-02, 2-18-40.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: «Халaха ecпе тивecтерекен Вaрмарти центр» хысна учрежденийe.