10 августа 2013 г.
Чăваш писателĕсем вулакансене килĕшекен нумай кĕнекесем çыраççĕ. Тĕрлĕ темăсем хускатаççĕ вĕсем хăйсен хайлавĕсенче. Мана уйрăмах Л.Сачкова çырнă «Чĕкеçĕм, чĕкеç» повеçĕ тарăн шухăша ячĕ.
Ку повеçре çамрăк хĕрарăм шăпи сăнарланнă. Епле хаваслă вăхăт вăл - çамрăклăх, кашниех çак вăхăтра малашнехи пурнăç, пулас професси, телейлĕ çемье çинчен ĕмĕтленет. Çамрăк чухне пурнăçра яланах лайăх пулас пек туйăнать, ĕмĕтленни пурнăçланать тесе шутлатăн. Анчах малашлăх мĕнлерех килсе тухассине никам та пĕлмест. Çавăн пек çунатлă ĕмĕтсемпе хăпартланнă çамрăк хĕр шăпи çинчен çырса кăтартать Л.Сачкова хăйĕн повеçĕнче. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хĕр ача малалла аслă шкула вĕренме кĕме шутланăскер, хăй юратман каччăн тискер аллине çакланать. Çапла пурнăçланать унăн телейсĕр кун-çулĕ. Икĕ ача çуратса та мăшăрĕн килĕнче пĕр кун та телейлĕ пулса кураймасть вăл. Кĕвĕçекен мăшăрĕ кашни кун ăна тăнран тухиччен, чун каниччен хĕнесе пăрахса хăварать. Çак тискерлĕхе тÿсеймесĕр çамрăк хĕрарăм хăйĕн пурнăçне хăй татма шутлать. Икĕ пĕчĕк ачи çурма тăлăх тăрса юлаççĕ. Çак телейсĕр шăпаллă хĕрарăм пурнăçĕ кашни ялтах тен тĕл пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ Л.Сачкова çак темăна суйласа илсе вулакансем патне çитерес тенĕ пулĕ. Ман шутпа Райăпа Алюш хушшинче нимĕнле юрату та пулман пек туйăнать. Юратакансем пĕр-пĕрне ăнланса та килĕштерсе пурăнаççĕ. Ку çемьере вара çак килĕшÿ пĕрре те пулман тесе калас килет.
Çак кĕнекене вуласа тухнă хыççăн манăн хĕр ачасене уйрăмах асăрхаттарас килет: юратман çынпа çемье çавăрсан нихăçан та телейлĕ пулаймăн. «Юратусăр телей çук», - теççĕ халăхра. Рая пек телейсĕр пуличчен мăшăртан уйрăлса кайни вырăнлăрах та пулĕ. Чăн-чăн юрату кăна çынна телейлĕ тăвать. Вăйпа юратма та, юраттарма та пулмасть. Рая Стаспа кăна телейлĕ пулма пултарнă пулĕччĕ, анчах хĕр шăпи çавнашкал пулчĕ çав. Питех те шел çамрăк хĕрарăма тата уйрăмах унăн пĕчĕк ачисене.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: К.СИЛЕРОВА.