АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Никифоров: «Асăмри Чĕмпĕр шкулĕ»

10 августа 2013 г.

Малалли. Пуçламăшĕ 80 (10107) номерте.

Паллах, пире çакăншăн хытах хĕстерме пултарнă, анчах ун пек - кун пек тăву пулмарĕ. 1906 çулхи каникула лăпкăнах салантăмăр. Кĕркунне 2-мĕшпе 3-мĕш классем вĕренĕве йĕркеллех пуçларĕç, эпир çаплах кĕрлерĕмĕр-ха. Патшалăх 1-мĕш Думине салатса янине пĕлтĕмĕр, анчах çав Дума пире мĕн паратчĕ-ши - эпир ăнланман. Шкулти хăш-пĕр çирĕп йĕркесем те пире тивĕçтерместчĕç. Калăпăр, шкул монастырь евĕрлехчĕ. Вĕренекенсен хăйсем тĕллĕн хулана тухма юрамастчĕ. Чĕмпĕрте лайăх вулавăшсем пурччĕ - унта çÿрейместĕмĕр. Эпир ыйтнисем нумайччĕ, анчах наставниксем вĕсене тивĕçтерме пултараймастчĕç. Хусанти, Пăрачкаври тата ытти çĕрти учительсем хатĕрлекен семинарисем тăватă çул хушшинче пирĕн çулти çамрăксене пĕлÿ парса Учитель Свидетельствипе кăларатчĕç, пирĕн ултă çул вĕренмеллеччĕ (шел, ун чухне Чăваш шкулĕн статусĕ семинарисенне çитейменнине эпир ăнланман).

Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкулта чăваш чĕлхине, чăваш халăхне хисеплемен преподавательсем те пурччĕ. Вĕсенчен пĕри - вырăс чĕлхи учителĕ Д.Кочуров. Ун пирки ачасем: « Чăваш ачисене кураймасть, отметкăсене тĕрĕс мар лартать», - теме пуçларĕç. Паллах, ялтан тин çеç хăпса килнĕ ачасем тÿрех çĕнĕлле йĕркене хăнăхайман пулччăр, предметсене пĕтĕмпех вырăсла кăна вĕрентнине пула кăмăлсăрлăх та çуралнă-тăр, анчах та уççăнах чăваш тесе кулнăшăн, мăшкăлланăшăн, паллăсене чакарса лартнăшăн Кочурова курайми пултăмăр. Вăл тата истори вĕрентекен Никифоров пуп учительсен советĕнче пĕрремĕш класра вĕренекенсем пирки тем те пĕр элеклесе калаçни çинчен хыпар пирĕн хăлхана кĕчĕ. Пирĕнтен аслăраххисем те, пĕрле вĕренекенсем те вĕсене ят панăччĕ: Кочурова питĕ те кăшкăрашма юратнине кура «извозчик», Никифорова - «мамай» тетчĕç, мĕншĕн тесен вăл Мамай çинчен нумай каласа паратчĕ.

Пĕррехинче урок вăхăтĕнче Кочуров «закадычные друзья» тени çинче чарăнса тăчĕ, пире ăнлантарса пачĕ. Константин Иванов никам çук чухне доска çине карикатура ÿкерсе хунăччĕ. Унта Кочуровпа Никифоров катка умĕнче ларатчĕç, аяла «Извозчик и Мамай - друзья за кадушкой» тесе çырса хунăччĕ. Çапла вара январĕн 10-мĕшĕнче чăвашсенчен мăшкăлласа кулакан Д.Кочуров преподавателе хирĕç пĕрремĕш класс ачисем 34-ăн алă пусса петици патăмăр. Вăтăр тăватă чăваш ачи асăннă преподавателе пĕрремĕш класра вĕренттермелле маррине тата унăн урокĕсене урăх çÿрес çуккине пĕлтертĕмĕр. Пĕрремĕш петицине чăваш ачисем кăна алă пусрăмăр. Петицие И.Я.Яковлев патне çитерме Тимофей Евстихеевич çыруçа патăмăр.

Малалли çитес номерсенче.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика