АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăвак беретлă арçынсем - стройра та, пурнăçра та паттăрсем

12 августа 2013 г.

Кăвак беретлă арçынсем - стройра та, пурнăçра та паттăрсем

Августăн 2-мĕшĕнче Сывлăшпа çар десанчĕн çарĕсен кунĕ иртрĕ. Çак çарсенче службăра пулнă Вăрмар район çыннисем те хăйсен 83 çул каялла пуçланса кайнă професси уявне анлă паллă турĕç.

Палăртнă вăхăт тĕлне ятарлă ялав çĕкленĕ тĕрлĕ çулсенчи десантниксем митинга пухăнчĕç. Саламлă сăмахсемпе вĕсене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов саламларĕ, хăйсен службине чунтан пурнăçласа чăн-чăн арçын ятне тивĕçнĕскерсене малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх, çирĕплĕх сунчĕ. Çавăн пекех митинга хутшăнакансене район пуçлăхĕ М.Пуклаков та саламларĕ, çар службинче пухнă ăсталăхпа, вĕренÿпе вĕсем кулленхи пурнăçра çирĕп усă курассине шаннине пĕлтерчĕ.

Сенкер кăвак берет тăхăннăскерсене ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пайĕн мобилизаци уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.Сергеев, Афган вăрçине хутшăннă ветерансен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ О.Ильин саламларĕç. Сывлăш çар десанчĕн çарĕсенче службăра тăнă Виталий Николаевпа Александр Александров «Сывлăш çар десанчĕн çарĕсенче службăра пулнăшăн» медальсене тивĕçрĕç. Митинга хутшăнакансем интернационалла тивĕçе пурнăçланă çар çыннисене асăнса лартнă палăк умне чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика