10 августа 2013 г.

«Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ акционерсен хупă обществи Пинерти шкул строительствине вĕçленĕ хыççăн июль уйăхĕн варринчен пуçласа поселокри Крупская урампа нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартма пуçларĕ.
Паянхи куна, тĕрĕсрех каласан, штукатур-маляр ĕçне пурнăçлакан хĕрарăмсем - черетлĕ канура, отпускран тухсан пулас çĕнĕ çуртсенче штукатурка ĕçĕсене тума хатĕрленеççĕ. Крупская урамра икĕ хутлă 30 хваттерлĕ çуртăн пĕрремĕш хутне хăпартса пĕтернĕ, иккĕмĕш хутне хăпартма тытăннă, пĕрремĕш хутра шалти пÿлĕмсене стенасемпе уйăраççĕ. Юнашарах тепĕр çурт пулĕ. Харăсах кунта никĕс хывас ĕçсем пыраççĕ. Строительство объекчĕсенче 25 яхăн çын ĕçлет. Акă А.Николаев мастерпа В.Николаев бригадир пулас çурт проекчĕ тăрăх пĕр енче никĕс янă çĕрте кирлĕ виçевсем тăваççĕ. Тепĕр енче вара каменщиксем кирпĕч хураççĕ. Анатолий Дмитриев каменщик КСОра 11 çул вăй хурать ĕнтĕ. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ çурт-йĕр хăпартнă çĕрте пулман-ши вăл! Юнашарах унпа пĕрле çап-çамрăк каменщик Денис Иванов кирпĕч хурать. Çамрăк пулин те вăл та строительство организацийĕнче 5 çул ĕçлет. Пысăк Енккассинчи, Пинерти пĕлÿ çурчĕсене, поселокри нумай хваттерлĕ çуртсене хăпартнă çĕрте тăрăшулăх кăтартма ĕлкĕрнĕ. Денис ятарласа Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш профтехучилищĕрен каменщике вĕренсе тухнă. Эльвира Андреева каменщиксене пулăшса тăракан КСОра тин кăна ĕçлеме пуçланă-ха, ытларах пулăшасчĕ тесе тăрăшать.
Строительсем паянхи кун хăйсен профессийĕ ĕç рынокĕнче кирлине, хисепе тивĕçнине, укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май панине лайăх ăнланаççĕ. Вĕсен çĕршер çуллăха упранакан ĕçĕ историе кĕрсе пырать, яланах пурин куçĕ умĕнче те.
Поселокра строительство шавĕ кĕрлесе тăни, çĕнĕ çуртсем хăпарни кунта пурăнакансене хавхалантарса тăрать. Çакăнта строительсен тÿпи калама çук пысăк. Уяв ячĕпе пурне те вĕсене, çирĕп сывлăх, ăнăçу, çемйисенче тату пурнăç сунатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"