АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Никифоров: «Асăмри Чĕмпĕр шкулĕ»

07 августа 2013 г.

Эпĕ Арапуç ялĕнче 1891 çулхи август уйăхĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Пĕчĕккĕллех аттесĕр тăрса юлнăран ачалăхăм çăмăл килмерĕ. Чăваш ачи çумне сăпкарах ĕç çыпçăннă тенĕ пекех килсе тухрĕ: ака чухне лаша çавăтса сÿре те тунă, вăхăчĕ çитсен çурла тытса вырнă, тăпачпа авăн та çапнă, кĕр çитсен çĕртме тунă. Çĕр ĕçĕнчен хăпаймасăр пурăнсан та вĕренессĕм килетчĕ. Юрать-ха, ялта чиркÿ çумĕнче прихут шкулĕ пурччĕ - çавăнта пуçламăш пĕлÿ илтĕм. 1903 çулта Тăвайри икĕ класлă училищĕне вĕренме кĕтĕм. Кунти вĕренÿ лайăх лару-тăрура пычĕ, вĕрентекенĕсем ырă кăмăллăччĕ, пире малалла ăс-тăн пухма хавхалантаратчĕç. Ку училищĕн традицийĕсем çирĕпленсе çитнĕччĕ. Ара, аслă Учителĕмĕр И.Яковлев хăй Тăвайне темиçе те килсе кайнă вĕт, вĕрентÿ мĕнле пынине тĕрĕслесех тăнă. 1905 çулта çу уйăхĕнче училищĕрен вĕренсе тухрăм. Икĕ уйăх Вăрмарта Н.Курбатовăн сĕтел-пукан фабрикинче ĕçленĕ хыççăн Чĕмпĕрти чăваш шкулне кĕрес тесе экзаменсем тытма кайрăм. Ялтан виççĕн - Д.Николаев, И.Тимофеев тата эпĕ инçе çула тухрăмăр. Тăвайĕнчи училищĕре тĕплĕ пĕлÿ илни пулăшрĕ - виçсĕмĕр те чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкулăн вĕренекенĕсен ятне илтĕмĕр. Пĕрремĕш класра 42 ачаччĕ. Хăшĕ-пĕри маларах икĕ çул чăваш шкулĕ çумĕнчи хатĕрленÿ класĕнчен куçса вĕренме кĕчĕ. Вĕсем ялĕсенчи пуçламăш шкулта е прихут шкулĕсенчен çеç вĕренсе тухайнăччĕ (вĕсенчен пĕри кайран паллă поэт пулса тăнă К.Иванов пулчĕ), эпир икĕ класлă училищĕре пĕлÿ илнĕскерсем тÿрех пĕрремĕш курса кĕтĕмĕр. Пĕрремĕш класра (кашни класрах икĕ çул вĕренмеллеччĕ) вĕренмелли предметсем нумайччĕ. Авалхи историпе турă законĕсене ăса хывма çăмăлах марччĕ. Чылайăшĕ вĕсене юратмастчĕ. Вырăс чĕлхине, литературине, рисованипе юрă урокĕсене килĕштереттĕмĕр. Шкул мастерскойĕнче тăтăшах пулаттăмăр. Пире Н.Некрасов художник куллен икĕ сехет каскалама вĕрентетчĕ. Пуринчен те пултарулли - К.Ивановччĕ. Вăл ÿкерме те ăстаччĕ. Пĕррехинче вăл пĕрле вĕренекен И.Никитинăн пуçне кăранташпа хут çине ÿкерчĕ. Чăнах та, ÿкерчĕкре çав ачан сăн-пичĕччĕ. Константин Иван Яковлевич инспекторпа Николай Никонорович художникăн портречĕсене ÿкерчĕ. Вĕсем чĕррĕн курăнатчĕç. Пĕррехинче вырăс чĕлхи учителĕ пире «Хĕллехи каникула епле ирттертĕм» темăпа сочинени çыртарчĕ. К.Иванов хайлава сăвăлла çырса панăччĕ. Кочуров преподаватель сăвăлла сочинение И.Яковлева кăтартма пулчĕ. Эпир хамăр класрах сăвă çыракан ача пуррине пĕлтĕмĕр. Столярнăй мастерскоя И.Яковлевăн питĕ хитре хĕрĕ Лидия Ивановна çÿретчĕ. Вăл пирĕнпе, çăпаталлă чăваш арçын ачисемпе танах сăрлама,эрĕшсем касса кăларма хăнăхатчĕ.

Эпир вĕреннĕ вăхăт çĕршыври пăлхануллă лару-тăрупа пĕр килчĕ. Чĕмпĕрте революци шăв-шавĕ сисĕнетчĕ ĕнтĕ. Пирĕн шкулпа юнашарах ремесленнăй училище вырнаçнăччĕ. Унта вĕренекенсем хулари хыпарсене пире те пĕлтерсе тăратчĕç. Вĕсем ирĕклĕрех пулнă, пирĕн шкул хупă шкул шутланнă, çавăнпа вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн хулана тухайман. 1905 çул вĕçĕнче 2-мĕшпе 3-мĕш классен воспитанникĕсем забастовка пуçарнине пĕлтерчĕç. Вĕсем мĕн ыйтнине эпир пĕлеймен. Кайран пурне те килĕсене ячĕç, шкулта арçын ача класĕсенчен пĕрремĕшсем тата хатĕрленÿ класĕнчисемпе хĕрарăмсен курсĕсен вĕренекенĕсем çеç юлтăмăр. 2-мĕшпе 3-мĕш класра вĕренекенсем 1906 çулхи хĕл вĕçĕнче çеç парттăсем хушшине ларчĕç. Анчах та пурте шкула таврăнмарĕç, вĕсем хушшинче иккĕмĕш класран Тăвайĕнчен И.Саперов, Вăрмартан М.Игнатьев пулчĕç.

Аслисен витĕмĕ пирĕн çине те куçрĕ. Эпир те вăрттăн революциллĕ калаçусем ирттереттĕмĕр. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Шĕнерпуçĕнчен тата Шупашкар енчи Иккассинчен килнĕ ачасем уйрăмах хастарччĕ. Вĕсем хăйсен ялĕсенче пăлхавлă ĕçсем пулса иртнине, полиципе тытăçусем пулнине пĕлтеретчĕç. Ссылкăна янă революционер Т.Николаев, В.Беляев учитель çинчен каласа паратчĕç. Вулама юраман литература та пурччĕ, анчах шкула вĕсем епле лекнĕ - пĕлместĕмĕр. Ахăртнех, аслă классенче вĕренекенсем тăрăшнă. «Чăваш календарĕнче» пичетленекен хыпарсем те пирĕн куçсене «уçнă» ĕнтĕ. Нумай çул иртсен Мĕтри Юманăн «1905 çул» кĕнекине вуларăм, унта шăпах шкулти революциллĕ лару-тăру çинчен çырнăччĕ. Юмана эпĕ хам та пĕр хут хамăр класс умĕнче курсаттăм.

Ачасен куçĕ умĕнче, хăйне курман пулсан та, Т.Николаев чăн-чăн паттăрччĕ. Эпир ун пек çынсене питĕ хисеплеттĕмĕр. Классенче революци юррисене юрланине епле-ха манăн;! «Варшавянка», «Дубинушка», «Мы мирно стояли перед Зимним дворцом» (рабочисене персе вĕлерни çинчен) тата ытти юрăсене юрлаттăмăр.

(Вĕçĕ çитес номерсенче).

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.Никифоров аса илeвне В.Цыфаркин йeркелесе cырнa

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика