07 августа 2013 г.

Çак илемлĕ юрă сăмахĕсем чылай çынна шухăша яраççĕ.
Пурнăç кустăрми çаврăнать Лидия Васильевна Яндутовашăн та. Вăл кăçалхи августăн 4-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ. Лидия Васильевна тĕлĕнмелле сăпайлă, çемçе чĕлхеллĕ, тарават хĕрарăм. Вăл çынна çав тери хавас. Çавăнпа та ĕнтĕ эпир унпа нумайччен калаçса сăмах çăмхине сÿтрĕмĕр.
Çак хĕрарăмăн пурнăç çулĕ пĕрре те тикĕс пулман, пурнăç кустăрми вăхăт-вăхăтпа такăннă та пулĕ.
Л.Яндутова 1933 çулта Шăхаль ялĕнче йышлă çемьере кун çути курнă. Амăшĕ - Анна Ивановна Сенни колхозра вăй хунă, ашшĕ - Василий Григорьевич Сенни Кавалти крахмал заводĕнче бухгалтер пулса ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, ăна фронта каймалли йыхрав хучĕ параççĕ. 1943-мĕш çулта Курск хулишĕн пынă хаяр çапăçусенче вăл пуçне хунă. Анна Ивановна 4 ачапа çемье тĕрекĕсĕр тăрса юлать. Лидия асли пулнă май, халь ĕнтĕ амăшĕн тĕрекĕ, шанăçĕ.Вăрçă ачисем хăвăрт çитĕннĕ, çирĕп пулнă. Çамрăк хĕр ача кĕçĕннисемшĕн амăшĕ вырăнне пулнă, вăл килти ĕçсене те тума ĕлкĕрнĕ, ытти ачасемпе пĕрле колхозра та пулăшма вăй çитернĕ.
Шăхаль шкулĕнче ăс пухнă хыççăн вăл Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет. Анчах та çемьери лару-тăру йывăр пирки вĕренмелли çинчен манма тивет.
«Сана, аслине, малалла пĕлÿ пама пултараймарăм. Кĕçĕннисене, шăллупа йăмăкусене вĕрентме тăрăшăпăр», - тенĕ амăшĕ хĕрне йăпатса. Çапла вара Лидия çамрăклах ĕç майне пĕлсе ÿснĕ. Малтанлăха ăна колхозăн утарне илеççĕ. Кунта вăл хурт-хăмăр ăстине пулăшать. Пиллĕк çул ялтан вăрманалла сукмак такăрлатать. Вăрманта уçă сывлăшра ĕçлеме лайăх. Кайăксем чĕвĕлтетеççĕ, хитре юррисепе тыткăнлаççĕ, илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ, çырли-кăмпине пуçтарса пĕтермелле мар. Çамрăк-çамрăках çав, вăл ытларах çынсем патнелле туртăннă, çавăнпа та утартан бригадăна куçать. Пĕр вăхăт Хусан хулин чукун çулĕ çинче те ĕçлесе пăхать.
1959 çулта вăл Вăрнарти ял хуçалăх шкулне пĕтерсе «Техник-плодоовощевод» специальноçне алла илет. Пултаруллă хĕре тăван колхозра пахча çимĕç ĕçченĕсен бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Çак ĕçченсем купăста, помидор, хăяр, кишĕр, сухан туса çитĕнтереççĕ. Унсăр пуçне кольраби, кузика, турнепс та ÿстернĕ. Ку культурăсене выльăх-чĕрлĕх валли хатĕрленĕ.
«Пахча çимĕç яланах ăнса пулнă, вĕсен тухăçĕ питĕ пысăкчĕ. Уйрăмах купăста ăмсанмалла шултра пулатчĕ. Кунне вуншар машина хатĕрлев кантурне ăсататтăмăр. Помидорĕсене пуçтарса пĕтермелле марччĕ, вĕсем ана çинчех хĕп-хĕрлĕ пиçетчĕç», - каласа парать Л.Яндутова иртнине аса илнĕ май. Пахча çимĕç бригади яланах малтисен ретĕнче пулнине ваттисем ас тăваççĕ-ха ĕнтĕ.
1976 çулта Лидия Васильевна «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăна илме тивĕç пулать. Пĕр гектартан 862 центнер купăста туса илме пултарнă вĕсем. Çак ăнăçу паллах ĕçлеме пĕлнинчен, ĕçе чунтан парăннинчен килет.
Çуркунне теплицăра хĕрÿ ĕçсем пуçланаççĕ. Пахча çимĕç ăстисем вăйлă калчасем çитĕнтерес тесе тăрăшнă. А.Чернова, Ю.Зайцева, Г.Чернова, А.Баландаева тата ыттисем те тăрăшса вăй хунă. Шкул ачисен те тÿпи пысăк пулнă çак пархатарлă ĕçре. Вĕсем йăрансем тума хура тăпра хатĕрленĕ, çырмаран шыв йăтса калчасене шăварнă.
Кунсăр пуçне Л.Яндутова колхозри сад тата хăмла пахчинчи ĕçсене те йĕркелесе пынă. Ларма-тăма пĕлменскер, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă. 1962 çулта вĕсем кÿршĕ каччипе Николай Яндутовпа пĕр-пĕрне юратса çемье çавăраççĕ. Ун чухне Николай Яковлевич тракторист пулса ĕçленĕ, каярахпа механикра, гараж заведующийĕнче тăрăшнă. Яндутовсем виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.
Аслă хĕрĕ - Надежда малтан медицина училищинче, каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче хими факультетĕнче ăс пухса алла диплом илнĕ. Халĕ Владимир облаçĕнчи Ковров хулинче санэпидемстанцинче врач пулса ĕçлет.
Вăталăх ывăлĕ - Анатолий Хусанта çыхăну техникумне пĕтернĕ хыççăн Ковров хулинче инженер пулса ĕçлерĕ. Спортпа туслăскер, пушă вăхăтра ачасене дзюдо вăрттăнлăхĕсене вĕрентрĕ. Çемье çавăрса ачаллă та пулчĕ. Шел пулин те, телейлĕ çемьере савăнăç нумайлăха пымарĕ, Анатолий вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Çак пысăк хуйхăна тÿссе ирттерме ашшĕ-амăшне питĕ йывăр пулчĕ. Ывăлĕн çутă сăнарĕ яланах вĕсен асĕнче.
Кĕçĕн ывăлĕ - Владимир тăван ялтах тĕпленнĕ, вăл хăйĕн çемйипе ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. Вăл Шупашкарти коопераци техникумĕнче пĕлĕвне ÿстерчĕ, халĕ Шупашкарта юсав колонийĕнче ĕçлет.
Яндутовсен çемйи туслă та çирĕп. Ваттисемпе çамрăксем пĕр чĕлхе яланах тупма пултараççĕ. Кинĕ, Надежда Семеновна каланă тăрăх, Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта кĕçĕн классене вĕрентет. Вĕсем пĕр килте виçĕ ăру пĕр-пĕрне хисеплесе, ватă çынсене сума сунса пурăнаççĕ.
Лидия Васильевна хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 1982 çулта Республикăри ял хуçалăх министерствин «Професси енĕпе чи лайăххи» Дипломне тивĕçет. Çакна каласа хăварас килет: Л.Яндутова 68 çула çитичченех юртанă ĕçре вăй хунă.
2010 çулта ăна Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă юбилей медалĕпе наградăланă.
Паянхи куна илсен Лидия Васильевнăпа Николай Яковлевич кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Виçĕ мăнукĕ вĕсене пĕрер тĕпренчĕк парнелесе савăнтарчĕç. Лидия аппа 80 çула çитрĕ пулин те (амăшĕ Анна Ивановна 100 çул урлă каçнă), ĕçсĕр лараймасть. Выльăх-чĕрлĕх пăхать, пахчара тĕрлĕ культурăсем тухăçлă çитĕнтерет, тутлă кукăльсемпе икерчĕсем пĕçерсе ачисене, мăнукĕсене сăйлать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Г.ПУКЛАКОВА.