АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усал йăлана сарăлма памалла мар

07 августа 2013 г.

Виçĕм кун район администрацийĕн ларусен залĕнче йĕркелĕхе пăсассипе ĕçлекен профилактика комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ - асăннă комиссин председателĕ - К.Никитин ирттернĕ.

Тĕп ыйтусенчен пĕрисем - районта сутакан алкоголь продукцийĕ тата ăна ĕçсе минренĕ çынсем тунă преступленисем тавра пулнă. Комисси ĕçне хутшăнакансене - унăн членĕсемсĕр пуçне кунта Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕсем те хутшăннă - чи малтанах райадминистрацин экономика аталанăвĕпе промышленноç тата суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова 1995 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче йышăннă «Этил спирчĕ, алкоголь тата спиртлă ытти продукци туса кăларассине, алкоголь продукцине ĕçнине Патшалăх енчен тĕрĕслесе тăрасси» Федераллă Саккуна кĕртнĕ улшăнусемпе паллаштарнă. Вăл вара 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

Йĕркелĕхе пăсассине хирĕç профилактика ĕçĕсем тăвассипе ĕçлекен комисси 2012 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнчи протокол йышăнăвне мĕнле пурнăçланине Вăрмарти райпо правленийĕн председателĕ Е.Харитонова паллаштарнă. Елена Васильевна вăрттăн туса кăларакан продукци асăннă обществăн суту-илÿ вырăнĕсем тăрăх ан сарăлтăр тесе кашни кĕленченех тĕрĕслени çинчен пĕлтернĕ. Районти потребительсен обществин пур лавккисенчех эрех-сăра упрамалли тивĕçлĕ шайри вырăнсем пур, халĕ вĕсенче сигнализаци системисене лартас ыйтăва татса парасшăн. Эрех ĕçме кăмăллакан çынсене преступлени çулĕнчен пăрса ярас тĕлĕшпе ирттерекен профилактика ĕçĕсемпе РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕн обществăлла йĕркелĕхе хураллас енĕпе ĕçлекен заместителĕ А.Софронов тĕплĕн ăнлантарнă. Ÿсĕрле тăвакан преступленисен йышне чакарас пирки те ĕçсем туса ирттерни çинчен каланă. Алексей Николаевич ÿсĕр çынсемпе кĕрешессипе çыхăннă планпа паллаштарнă. Унпа килĕшÿллĕн Вăрмарти тĕп больницăра алкоголь ĕçсе аптранă çынсене илсе килмелĕх икĕ койка-вырăн хатĕрленĕ, вăрттăн сутакан алкоголь продукцине сутакансене тытса чарас пирки уйрăм план ĕçлет. Ăна пурнăçласа ирттернĕ оперативлă-профилактикăлла мероприятисем хушшинче йĕркене пăснă 39 тĕслĕх тупса палăртнă. Çавăн пекех ларура профилактика канашĕ мĕнле ĕçлени пирки Вăрмар хула тата Арапуç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем С.Егоров, А.Агеев тухса калаçнă.

Ларура çĕкленĕ ыйтусене шута илсе комисси членĕсем «Общепит» тулли мар яваплă обществăна Вăрмар поселокĕнчи «Меркурий» кафере 23.00 сехетрен пуçласа 6.00 сехетчен (вырăнти вăхăтпа) алкоголь продукцине сутма чарасси пирки йышăну тунă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика