07 августа 2013 г.

Мĕн авалтан чăвашсем çĕр улмине иккĕмĕш çăкăр вырăнне хунă. Акă «Яковлев В.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхнех илер-ха. Унăн пуçлăхĕ Владимир Николаевич Яковлев çĕр улми çитĕнтерессипе ăнăçлă ĕçлесе пырать.
Кăçал вăл 58 гектар çинче тĕш тырă, 30 гектар çĕр улми лартнă. Хальхи вăхăтра 5 гектар çинче çĕр улмин ир çитĕнекен «Импала» сортне кăларас ĕç пырать. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, тĕп агроном Н.Николаев ĕçлĕ çул çÿревпе асăннă хуçалăхра пулнă май «иккĕмĕш çăкăр» тухăçлă çитĕннине палăртрĕç. Владимир Николаевич хăй те çак тухăçпа кăмăллă.
«Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те хĕрÿ ĕççи пырать. Кунта тĕш тырă культурисем - 1465 гектар, вĕсенчен кĕрхисем - 250 гектар. Унсăр пуçне пĕр çул ÿсекен курăксем - 90, кукуруза - 70, хĕвелçаврăнăш 40 гектар йышăнаççĕ. Асăннă хуçалăхра халĕ кĕрхи тулă вырас ĕç пырать. Йĕтемре те хĕрÿ ĕççи вĕресе тăрать. Аслисемпе пĕрлех шкул ачисем те тырă аллас ĕçе хастаррăн хутшăнаççĕ. Акă Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн студенткипе Е.Федоровапа пĕрле А.Игнатьева, А.Чернова шкул ачисем ял хуçалăх ĕçĕсене хаваспах хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем йĕтем çинче тырă аллаççĕ.
Тĕш тырă вырнисĕр пуçне асăннă хуçалăхра строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе те тăрăшса вăй хураççĕ кунта. Пĕтĕмĕшле каласан ял çыннин халĕ пĕр канăç та çук, вырма ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерессишĕн ырми-канми вăй хураççĕ вĕсем.
Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, августăн 6-мĕшĕ тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 1592 гектар çинчен вырса илнĕ, 3252 тонна тĕш тырă тĕшĕленĕ, районĕпе вăтам тухăç гектартан - 20,4 центнер. Çанталăк уяртса пырсан вырма ĕçĕсем хăвăртланса пырĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.