03 августа 2013 г.
Килте хăш Турăш умĕнче вуламалли кĕлĕсене пĕлетĕн, вĕсене вулатăн - çав Турăшсем пулмалла. Килти Турăш кĕтессинче çемьери çынсен ятлă Турăшсем, çавăн пекех пур çуртра та Николай Угодникăн Турăшĕ пулмалла. Вырăссен çветтуйĕсенчен ытларах Сергий Радонежскин тата Серафим Саровскин Турăшĕсем, асап тÿснисенчен Георгий Победоносецпа Пантелеймон сиплевçĕн Турăшĕсем тĕл пулаççĕ. Кашни çуртрах Турă Амăшĕн Иверски Турăшĕ (Вратарница) пулсан лайăх, вăл кил-çурта тăшмансенчен тата курайман çынсенчен сыхлать. Кунсăр пуçне кашни çыннăнах хăйĕн хутне кĕрекен Турăш пур, ăна кĕл тусан ыйтни пурнăçланатех.
Декабрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 21-мĕшĕсенче çуралнисене Турă Амăшĕн «Державная» Турăшĕ хÿтĕлет, пирĕштийĕсем вара вĕсен - çветтуй Сильвестрпа Серафим Саровский.
Январĕн 22 - февралĕн 20-мĕшĕсенче çуралнисене Турă Амăшĕн «Владимирская» тата «Неопалимая купина» Турăшĕсем хÿтĕлеççĕ, Афанасийпе Кирилл çветтуйсем сыхлаççĕ.
Февралĕн 21 - мартăн 20-мĕшĕсенче çут тĕнчене килнисене Турă Амăшĕн Иверски Турăшĕ хÿтĕлет, Алексийпе Милентий Антиохский çветтуйсем сыхлаççĕ.
Мартăн 21 - апрелĕн 20-мĕшĕсенче çуралнисен Турă Амăшĕн Хусан Турăшĕнчен хÿтлĕх ыйтмалла, вĕсене Софроний тата Иннокентий Иркутскийсем, Георгий Исповедник çветтуйсем сыхлаççĕ.
Апрелĕн 21 - майăн 20-мĕшĕсенче çуралнисене Турă Амăшĕн Иверски Турăшĕ тата «Споручница грешных» турăш хÿтĕлеççĕ. Вĕсене сыхлакан пирĕштисем - Степан тата Тамара çветтуйсем, Иоанн Богослов апостол.
Майăн 21 - июнĕн 21-мĕшĕсенче çут тĕнчене килнĕ-тĕк, сирĕн «Взыскание погибших», «Неопалимая купина» тата «Владимирская» Турăшсене кĕл тумалла. Пирĕштисем - Алексей Московский тата Константин.
«Всех скорбящих радость» Турăш тата Турă Амăшĕн Хусан Турăшĕ июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 22-мĕшĕччен çуралнисене хÿтĕлеççĕ. Пирĕштийĕ - Кирилл çветтуй.
Николай Угодникпе Илья-пророк вара июлĕн 23 - августăн 23-мĕшĕсенче çуралнисене хÿтĕлеççĕ. Çавăн пекех «Турă Амăшĕн Пукравĕ» Турăш та вĕсене сыхлать.
Августăн 24 - сентябрĕн 23-мĕшĕсенче çуралнисен «Неопалимая купина» тата «Страстная» Турăшсенчен хÿтлĕх ыйтмалла. Пирĕштийĕсем - Александра, Иоанн тата Павел.
Турă Амăшĕн Почаевски Турăшĕнчен, «Неопалимая купина» тата «Воздвижение Креста Господня» Турăшсенчен сентябрĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 23-мĕшĕччен çуралнисен хÿтлĕх ыйтмалла. Вĕсене Сергий Радонежский çветтуй сыхлать.
Октябрĕн 24 - ноябрĕн 22-мĕшĕсенче çуралнисене Турă Амăшĕн «Скоропослушница» тата «Иерусалимская» Турăшĕсем хÿтĕлеççĕ, Çветтуй Павел сыхлать.
Ноябрĕн 23 - декабрĕн 21-мĕшĕсенче çут тĕнчене килнисен Турă Амăшĕн Тихвински тата «Знамение» Турăшĕсенчен пулăшу ыйтмалла. Вĕсене сыхлакан пирĕштисем - Николай Угодник тата Варвара çветтуй.
Источник: "Урмарская районная газета"