03 августа 2013 г.

Йышлă тата пахалăхлă пахча çимĕç, тыр-пул туса илес тесе ял ĕçченĕ вăй-халне шеллемест. Çуркунне пуçланман-ха, вăл вара паха вăрлăх шырать. Ку аван.
Анчах нÿхрепсем, управсем тулли пуласси вăрлăх пахалăхĕнчен кăна килмест-çке. Япăх çĕр çинче мĕнле тухăç пулĕ-ши? Ахальтен мар ĕнтĕ, хуçалăхсенче агрохими тĕпчев-сăнавĕсем ирттерме хушаççĕ.
Çапах та хăшĕ-пĕри тăпрана тĕрĕслеттерсе тăкакланасшăн марри палăрать. Çакă мĕн тума кирлине ăнлансах пĕтереймеççĕ-ши?
Ку чи малтанах - тăпра пулăхне упраса хăварас тата лайăхлатас енĕпе ирттермелли комплекслă мероприятисене палăртассипе çыхăннине тепĕр хут аса илтермеллех-ши; Çакăнта вара çĕрĕн физика, хими тытăмне пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл мĕнле пулассине вырăнти хăйне евĕрлĕх те, тăпра тĕсĕ те, тата ытти япала та витĕм кÿреççĕ. Унта мĕн çителĕксĕррипе сахаллине кура хăш имçам кирлине палăртма пулать. Тăпра тытăмне кура çав лаптăкра шăпах мĕнле культура лартмалли-акмалли уçăмланать.
Сăмах май, çакăн çинчен Патшалăхсен хушшинчи «Çут çанталăка, тăпрана упрасси. Варалассинчен тĕрĕслесси тата упрассин пĕрлехи требованийĕсем» стандартĕнче те каланă.
«Чăваш аграрийĕсем тăпра пулăхлăхне упраса хăварма тăрăшни сисĕнмест», - теме чĕлхе çаврăнмасть. Çапах асăннă йĕркене уяман тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ çав. Акă Йĕпреç районĕнче 2010 çулта агрохими сăнавĕсен юлашки циклĕ 2010 çулта иртнĕ. Апла пулин те «Агропромкомплект» общество асăннă мероприятисене ирттерме çине тăман иккен. Ку çитменлĕхе август уйăхĕн 26-мĕшĕччен пĕтерме хушса предприятие предписани панă.
Вăрнар районĕнчи «Победа» хуçалăхра ака ĕçĕсене аван йĕркеленĕ. Пĕр е нумай çул ÿсекен курăксем те чиперех шăтса тухнă. Тырă культурисене акнă чухне аммиак селитрипе те усă курнă. Çакăнччен маларах çĕр тытăмне тĕпчесе пĕлнĕ пулсан управлени инспекторĕсен кăмăлсăрланма сăлтав пулас çукчĕ те çав. Халĕ вара административлă йĕркене пăсни пирки протокол çырма тивнĕ.
Патăрьел районĕнчи «Сидели» общество та çĕр пулăхĕ япăхланса каясран çĕр улми уйĕсене минераллă удобрени - нитроаммофоска - кашни çулах сапать. Анчах та тăпрари тутлăхлă элементсем мĕн чухлине кунта та палăртман. Юлашки хут çĕре 2006 çулта тĕрĕслеттернĕ. Йĕрке тăрăх вара, кашни 5 çулта пĕрре тĕрĕслев ирттермелле. Генеральнăй директор административлă йĕркене пăсни çинчен ĕç пуçарнă.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «ИСКРА-ХМЕЛЬ» общество 20 гектарпа усă курать. Анчах унта та тĕпчев ирттерме вăхăт тата мехел çитереймен. Пуçлăха РФ Административлă йĕркене пăсни çинчен кодексăн 8.7 статйин 2 пайĕпе айăпланă.
Шупашкар районĕнче те, шел те, кунашкал тĕслĕх пулнă. Акă «Сад» кооператива ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пулăхне упраса хăварас, çум курăкран хÿтĕлес тесе тăрăшманшăн 42 пинлĕх штрафланă. 2003 çулхи агрохими тĕпчевĕ тăпрара гумус виçи самай пĕчĕк пулнине кăтартнă. Çапах çак çитменлĕхе пĕтерес тесе çине тăманни куçа тăрăнать. Унтанпа кунта асăннă тĕпчев ĕçне йĕркелемен.
Чăннипе, ку кооператив тĕлĕшпе, ертÿçĕсемпе инспекторсен хушшинче ыйтусем сиксе тухнăран, пăнчă лартман-ха.
Пĕтĕмпе республикипе çур çулта 2393 гектара тĕпчевсĕр усă курнине тупса палăртнă.
Нумаях пулмасть инспекторсем Вăрмар районĕнчи «Вăтам Энĕш» обществăра пулнă. Шăпах çÿлерех асăннă тĕпчеве ирттерменни административлă ĕç пуçарма хистенĕ те. Анчах общество çĕре лайăхлатасси пирки шутламасть теме çук. 2012-2013 çулсенче вăл 245 тонна минерал тата 3 пин тонна органика удобренийĕсем хывнă. Лаптăксенче мĕнле им-çам çитменнине куç виçипе палăртаймăн. Агрохими тĕпчевĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса тăпрана вăл е ку усăллă япалапа пуянлатмалла пулнă-ха та - саккунсем çапла ыйтаççĕ.
Çакна та каласа хăварас килет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 546-мĕш постановленийĕпе килĕшÿллĕн, тăпра пулăхлăхне ÿстерессипе çыхăннă ĕçсене ирттерме республика бюджетĕнчен нухрат уйăрмалла. Сăмахран, агрохими тĕпчевне ирттермешкĕн - тăкакăн 50 процентне, йÿçеклĕх шайĕ пысăк çĕре известь сапнă, кирлĕ çĕре фосфор тата кали хушнă чухне пĕтернĕ укçан 80 процентне тавăрмалла.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.Васильева, Раccей ял хуcалaх надзорeн ЧР управленийeн ecченe.