АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр сăмаха ĕçпе тивĕçнĕ

03 августа 2013 г.

Ыр сăмаха ĕçпе тивĕçнĕ

Вăрмар çĕрĕ талантсемпе, нумай паллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри - Николай Иванович Иванов. 40 çул каялла пирĕн республикăри районсенчи парти, Совет, хуçалăх органĕсенче вăй хунă нумай-нумай çын ăна лайăх пĕлет, ятне ырăпа асăнать, унăн ĕçне пысăка хурса хаклать.

Н.Иванов 1938 çулхи августăн 5-мĕшĕнче Чăрăшçырма ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Иван Иванович, ял хуçалăхĕнче ырми-канми ĕçленипе пĕрлех чăваш, вырăс юррисене тĕлĕнмелле лайăх шăрантарнă, хут купăспа выляса ялти мĕн пур çынна юрлаттарнă, ташлаттарнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансанах Иван Иванович фронта тухса каять. 1942 çул пуçламăшĕнче Мускав çывăхĕнчи пĕр хаяр çапăçура пулас çĕнтерÿшĕн, малаллахи пурнăçшăн, хăйĕн пуçне хурать...

Амăшĕпе, Феодосия Никитичнăпа тăрса юлнă Николайăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл пулман ĕнтĕ. Пĕчĕклех килти ĕçсене кÿлĕннĕ, колхозра вăй хунă. Çавăнпа пĕрлех шкулта та лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ.

1955 çулта Тĕрлемесри вăтам шкула пĕтерсен, Хусанти ял хуçалăх институтĕнчи механизаци факультетне вĕренме кĕрет. Кунта вĕреннĕ вăхăтра вăл икĕ çул (çуллахи - кĕркуннехи уйăхсенче) Казахстанра çерем çĕрсем çинче комбайнер помощникĕ тата комбайнер пулса ĕçлет.

Николай спортпа та туслашать. Вăрмар районĕнчи аслă ăрури çынсем вăл районти, ялсенчи Акатуйсенче нумай паттăрсемпе ăнăçлăн кĕрешнине халĕ те астăваççĕ.

1960 çулта, институтран вĕренсе тухсан, Николай Иванович Шупашкарта Чăваш АССР апат-çимĕç промышленноç управленийĕн сăнавлă мастерскойĕнче тĕп инженер пулса ĕçлет. Часах çамрăк, пысăк вăй-халлă, тарăн пĕлÿллĕ çамрăк специалиста Улатăрти колхозсемпе совхозсен территорийĕ тата производствăлла управленийĕн тĕр инженерĕ пулма куçараççĕ. Çав управлени ун чухне Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле районĕсене пĕрлештерсе тăнă. Тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура Николай Ивановича Чăваш АССР ял хуçалăхне материалпа тата техникăпа тивĕçтерекен патшалăх комитечĕн (Госкомсельхозтехника) председателĕн заместителĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Ку министр заместителĕн должноçĕпе танлашнă. Çак яваплă вырăнта вăл пĕрмаях çĕннине шырать, ял хуçалăхне механизацилес енĕпе нумай ĕçлет. Республикăри пур колхозсемпе совхозсенче те пулать, вĕсен ертÿçисемпе, специалисчĕсемпе паллашать, вĕрентет, пулăшать.

Часах ăна партин КПСС Чăваш обкомне куçараççĕ. Тепĕр çултан вăл - ЧАССР обкомĕн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ. Яваплăх ÿснĕ май татах та ытларах, вăхăта пăхмасăр, ĕçлет çамрăк руководитель.

1975 çулта Николай Ивановича «Чăвашколхозстрой» пĕрлешĕвĕн совечĕн председателĕ пулма шанаççĕ.

Ку пĕрлешÿ республикăри пур районсенче социаллă объектсем, шкулсем, культура учрежденийĕсем, хуçалăхра кирлĕ объектсем тăвассипе те ĕçлет. Строительствăпа монтаж ĕçĕсен калăпăшĕ çулран-çул ÿссех тăнă. Çак нумай енлĕ те кăткăс вырăнта 8 çула яхăн ĕçлерĕ Николай Иванович.

Каярахпа вара Шупашкарти паллă предприятисемпе организацисенче строительство ĕçĕсене ăнăçлăн ертсе пычĕ. Н.Ивановпа эпĕ хама 1976 çул вĕçĕнче - КПСС Вăрмар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçлеме тытăнсан - çывăх паллашрăм. Вăл хăй çуралса ÿснĕ тăван района час-часах килетчĕ. Эпир те, района ертсе пыракансем, ун патне «Чăвашколхозстрой» пĕрлешĕвне пĕрмаях каяттăмăр. Питĕ пысăк пулăшу пачĕ вăл çав çулсенче пирĕн района, Вăрмарти строительствăпа монтаж управленине, колхозсемпе совхозсене. Вăл çапла калатчĕ: «Вăрмарсем ĕçлеме пултараççĕ, сăмахне çилпе вĕçтермеççĕ, çавăнпа вĕсене шанмалла, пулăшмалла». Н.Иванов тăрăшнипе, пулăшса пынипе вара эпир районта нумай çĕнĕ объектсем турăмăр. Хăшне-пĕрне асăнса хăваратăп: «XXV партсъезд ячĕллĕ» совхозри пушмак пăрусем çитĕнтермелли комплекс (3400 пуç вырнаçмалăх), кунтах Энтрияль ялĕнче 90 вырăнлă ача-пăча сачĕ, вун сакăр хваттерлĕ пурăнмалли икĕ çурт, Энĕшпуçĕнчи, Тикашри, Чулкасри, Кивĕ Вăрмарти, Мăнçырмари вăтам шкулсен 320 ача вĕренмеллĕх çĕнĕ çурчĕсем, Кавалти культура çурчĕ, Арапуçĕнчи больницăн çĕнĕ корпусĕ тата тепĕр 5 хуçалăхра 90 тата ытларах вырăнлă ача-пăча сачĕсем, «Восход», «Путь Ильича», Мичурин ячĕллĕ, «Мусирминский» хуçалăхсенчи сăвакан 400 ĕне усрамалăх комплекссем. 1977 çулта «Дружба» колхозра 450 ĕне вырнаçнă ишĕлме пуçланă фермăна реконструкци тунă чухне те Н.Иванов питĕ нумай пулăшрĕ.

Çавăнпа эпĕ яланах çапла калатăп: Николай Иванович - Вăрмар районĕн чăн-чăн патриочĕ, чăн-чăн ывăлĕ, пирĕншĕн, Вăрмарсемшĕн, вăл тава тивĕçлĕ çын.

Н.Иванов нумай çул хушши ĕнтĕ тивĕçлĕ канура. Çулĕсем сахал мар пулин те питĕ патвар, маттур вăл. Килте ĕçсĕр лармасть. Хăй лартса ÿстернĕ садра нумай ĕçлет. Обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать. Вăл республикăри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен совечĕн председателĕн заместителĕ.

Ватлăх кунĕсенче уншăн савăнмалли нумай. Икĕ хĕрĕ, Ольгăпа Людмила, Хусанти музыка консерваторийĕнчен вĕренсе тухнă. Кĕçĕн хĕрĕ Ирина вара Екатеринбургри художествăпа архитектура академине вĕренсе пĕтернĕ. Хĕрĕсем пурте çемьеллĕ. Ветеранăн 3 мăнук. Вĕсенчен пĕри, Павлуша, Мускаври П.И.Чайковский ячĕллĕ консерваторире сĕрме купăс (скрипка) класĕпе 3-мĕш курсра вĕренет. Акă мĕнле Чăрăшçырма çыннисен, Иван Ивановичпа Николай Иванович Ивановсен, ашшĕпе ывăлĕн, çамрăк ăрăвĕ, çамрăк хунавĕсем!

Çитес тунти кун Николай Иванович 75 çул тултарать. Эпир ăна чаплă юбилей ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр, нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика