03 августа 2013 г.

Инçет уçлăха пĕрремĕш парăнтарнă Раççей хăвăрт çÿрекен тĕп чукун çулсем тăвассипе РФ чукун çул транспорчĕн 2030 çулчченхи аталану стратегийĕпе тата «Раççей чукун çулĕ» АУО çулĕсемпе хăвăрт тата пысăк хăвăртлăхпа çÿретессине 2020 çулччен аталантармалли программа хатĕрленĕ. Çапла майпа çитес çулсенче чукун çулсемпе çĕнĕ йышши электропуйăссем çÿреме пуçлĕç.
Строительствăн пĕрремĕш тапхăрĕ «Мускав - Владимир - Чул хула - Шупашкар - Хусан» çул пулĕ, унăн тăршшĕ 803 километрпа танлашать.
«Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществин Горькинчи управленийĕн дирекцийĕн Вăрмарти станцийĕн ĕçченĕсем кун йышши çĕнĕлĕхсене ырласа йышăнаççĕ. Вĕсен ĕçĕ те яваплă. Кунти рабочисен пуйăссен çÿревĕн хăрушсăрлăхне çирĕплетессипе, пассажирсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе тăрăшса вăй хураççĕ. Унăн пуçлăхĕ Любовь Николаевна Доронина пĕлтернĕ тăрăх, станцие çĕнĕ сăн кĕртессипе, чукун çул линийĕсем çинче пуйăссем пĕр кăлтăксăр çÿреччĕр тесе чылай тăрăшаççĕ. Акă вĕсем: ПЧ-19 номерлĕ Канаш дистанцийĕн çул-йĕрĕн бригадирĕ Г.Долгов, А.Викторов, С.Линга, Н.Пугачев, М.Артемьев, Ю.Александров, А.Александров, В.Богатинов монтерсем чукун çулăн «Вăрмар - Патти» участокне пăхса, юсаса тăраççĕ. Геннадий Долгов бригадир çак ĕçре 20 çул вăй хурать. Унăн ашшĕ - Анатолий Ильич Долгов тата амăшĕ - Валентина Серафимовна Долгова вăтăршар çул ытла чукун çул çинче ырми-канми вăй хунă. Вĕсен пархатарлă ĕçне халĕ Геннадий Анатольевич малалла тăсать. Шалккăм çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и чукун çул ĕçченĕсем нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăрах хăйсен ĕçне пур яваплăхпа пурнăçласа пыраççĕ. Профессиллĕ уяв çывхарса пынă май эпир вĕсене умри тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.