31 июля 2013 г.

Раççей çĕршывĕ православи тĕнне йышăнни 1025 çул çитнине халалласа Мăнçырмари Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕнче ялти информаципе культура çурчĕн ĕçченĕсем, шкулти вĕрентекенсем, ял халăхĕ июлĕн 23-мĕш кунĕнче службăра пулчĕç. Çак кун чиркĕве халăх нумай пуçтарăнчĕ, майĕ те пур халăхăн пуçтарăнма кунта, Пенза облаçĕнчи Неверкинский районĕнчи чăвашсен пĕр ушкăнĕ килме тухнă.
Аякри хăнасене кунти чиркÿ настоятелĕ Леонид атте Наталья матушкăпа Тутар Республикине кĕрекен Раиф монастырĕнче кĕтсе илсе Свияжск - утрав-хулари монастыре çул тытнă, унтан каç енне Мăнçырма чиркĕвне çитнĕ Турра ĕненекенсен ушкăнĕ. Кунта Мăнçырма ял халăхĕ вĕсене çăкăр-тăварпа хапăл туса кĕтсе илчĕ. Ваттисем те, çамрăккисем те пулчĕç ушкăнра, çапах та нихăшĕ те вĕсенчен хăйсене кичеммĕн туймарĕ.
Тепĕр кунне Пенза чăвашĕсем ял халăхĕпе пĕрле ирхи службăра пулчĕç. Кунта Леонид аттепе Пенза чăвашĕсене илсе килнĕ Сергий атте пухăннă халăха пая кĕртсе молебен та ирттерчĕç, чиркÿ йĕри-тавра Крестный ходпа утса çаврăнчĕç. Сергий атте пухăннисем умĕнче Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕн Леонид аттен ĕçне-хĕлне пысăк хак пачĕ, вĕсем çемйине тата ял халăхне чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕ, çакăн пек тĕл пулу ку çул виççĕмĕш хут пулчĕ, - терĕ. Хальхи тĕл пулăва уйрăммăнах ырларĕ, чиркÿ хуçалăхĕнче пысăк ĕçсем нумай туса ирттернине палăртрĕ, çак тĕл пулусен ырă тĕслĕхĕ халăх хушшинче ырри, тĕрĕсси, лайăххи патне шанчăк çуратма пулăшать, терĕ. Çак тĕл пулурах райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов та тĕл пулун пысăк пĕлтерĕшне асăнчĕ, православи уявĕсенчен çак Тĕне кĕнĕ вырăс халăхĕн уявне патшалăх шайĕнче чыслани пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине палăртрĕ.
Служба хыççăн Леонид атте чиркĕве пухăннă пур халăха та кăнтăрлахи апата йыхравларĕ. Апат вăхăтĕнче хăнасемпе ял халăхĕ таччăнах паллашрĕç, адрессемпе, сайтсемпе ылмашăнчĕç. Мăнçырма прихутĕнчи Турра ĕненекенсем хăнасене чăваш юррисемпе паллаштарчĕç, хăнасем те хăйсен юррисене юрласа савăнтарчĕç. Тĕл пулу питĕ ăшă кăмăлпа пулса пынă май уйрăлу саманчĕ куççульпех иртрĕ, хăнасем те вырăнти халăхăн та пĕр-пĕринпе калаçмалли вĕçĕ-хĕррисĕр пулни палăрчĕ, тĕн халăхĕн культурипе тĕплĕнрех паллашас кăмăлпа уйрăлтăмăр пĕр-пĕринчен уявран.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.СТЕПАНОВА.