АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей министрĕсем: хăшĕ малта

31 июля 2013 г.

«Медиалогия» тĕпчев компанийĕ Д.Медведев ертсе пыракан Правительствăн министрĕсен медиарейтингне çĕнетнĕ. Ку рейтинг массăллă информаци хатĕрĕсем чиновниксем пирки мĕнле тăтăшлăхпа тата ырă енчен асăннине кăтартать.

Калаçу май уйăхĕнчи пекех оборона министрĕ Сергей Шойгу пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Медиалогире» çакна ведомство подразделенийĕсене Самар облаçĕнчи полигонта тухнă пушара сÿнтермешкĕн министр хушăвĕпе явăçтарнипе çыхăнтараççĕ. Унсăр пуçне Шойгу Мускав çывăхĕнчи çар асăну масарне уçмашкăн хутшăннă - кун пирки журналистсем анлăн çутатнă. Иккĕмĕш вырăнта - экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Улюкаев, çапах ку ăнăçу ăна çак должноçа кăçалхи июнь уйăхĕнче çирĕплетнипе çыхăннă. Виççĕмĕш вырăна Финмин ертÿçи Антон Силуанов сыхласа хăварнă: унăн июнь уйăхĕнче 2014-2016 çулсенчи тапхăрти бюджет проектне - ку документа Правительствăн бюджет комиссийĕн ларăвĕнче пăхса тухнă - комментарилеме тивнĕ.

Ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров тăваттăмĕш вырăна анса ларнă: май уйăхĕнче вăл иккĕмĕш пулнă, 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕпе вара - пĕрремĕш. Июнь уйăхĕн кăтартăвĕсемпе хатĕрленĕ рейтингăн тĕп кĕтменлĕхĕ - вĕренÿпе наука министрĕ Дмитрий Ливанов пиллĕкмĕш вырăна куçни, малтанхисенче ăна юлашки йĕркерен çÿлелле «хăпарма» май килмен. Экспертсем Ливановăн япăх ят-сумран пĕр уйăхра хăтăлма пултарнине палăртаççĕ. Çакă министерство ППЭ тавра тухнă тавлашусене тата Раççей Наукăсен академине реформăланине пула очко пухайнă.

Ку хутĕнче список вĕçĕнче - транспорт министрĕ Максим Соколов. Сăмах май, вăл çулталăкри тата май уйăхĕнчи рейтингсенче варринче (14 тата 12-мĕш вырăнсем) пулнă. Аутсайдерсен йышне çавăн пекех ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров, Инçет Хĕвел тухăç аталанăвĕн министрĕ Виктор Ишаев тата регионсен аталанăвĕн министрĕ Игорь Слюняев лекнĕ.

Чиновниксен рейтинг хаклавĕсен тытăмĕ юлашки вăхăтра тĕпчев компанийĕсене çеç мар, Президент Администрацине те кăсăклантарать. Çĕршыв ертÿçин пресс-секретарĕ Дмитрий Песков «патшалăх служащийĕсен ĕç тухăçлăхĕн пайăр кăтартăвĕсене туса хумалли» пирки пĕрре мар каланă. Кăçалхи январь уйăхĕнче вăл çак критерисене хатĕрлеме пуçланине те пĕлтернĕ, анчах ку ĕç еплерех пынипе халăха халĕ та паллаштарман.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: «Известия», 2013, июль, 25.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика