31 июля 2013 г.

Кăçалтан пуçласа РФ Пенси фондĕнче улшăнусем пуçланни пирки хаçат урлă пĕлтернĕччĕ, хăшĕ-пĕрисем пирки тĕплĕн асăннăччĕ. Халĕ вара РФ Пенси фончĕпе социаллă министерствин сайчĕсенче пенси калькуляторне вырнаçтарнă. Çакăн пирки эпир РФ Пенси фончĕн республикăри Вăрмар районĕнчи управленийĕн начальникĕнчен М.Пуклаковран ыйтса пĕлтĕмĕр.
- Пурне те хумхантаракан ыйту - пенсие тухакансен çулĕ ÿсĕ-и?
- Ÿсмест.
- Мĕншĕн пенсин çĕнĕ формулине йышăнас ыйту тухса тăнă?
- Паянхи кун тĕлне ватлăхпа çыхăннă ĕç пенсийĕ страхлакан взноссемпе çыхăннă. Çав вăхăтра ĕç стажĕн тăсăмĕ, пĕтĕмĕшле илсессĕн, ун çине витĕм кÿмест те. Çавăнпа та 2015 çултан кĕртме палăртнă формула ĕç стажне пулас пенсин никĕсне хывать.
- Çĕнĕ пенсие шутласа парас йĕркене ăнлантарса парăр-ха?
- Ватлăхпа илекен пенси хальхи пекех икĕ пайран тăрĕ - страхлакан тата хушма пайсенчен. Страхлакан пенсие патшалăх шантарнă индивидуаллă пенси коэффициентне тĕпе хурса шутлĕç. Пухăнса пыракан пенсие паянхи кун пекех шутлама палăртнă.
- Мĕн-ши вăл индивидуаллă пенси коэффициенчĕ, шалу пысăк пулсан пенсин çулталăкри коэффициенчĕ те пысăк пулĕ-и?
- Тĕрĕс палăртатăр. Халĕ Раççейре ĕç паракансен Пенси фондне тÿлекен страховани взносĕ 22 процентпа танлашать, ĕç укçи вара ÿсет, эппин фонда куçаракан укçа-тенкĕ те ÿсĕ.
- Пенси шайĕ çине стаж мĕнле витĕм кÿрет?
- Ку ыйту пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çĕнĕ йĕркепе пенси виçи ĕç стажĕн тăсăмĕпе тÿрремĕнех çыхăнать. Унта вĕреннĕ, ача пăхнă, çарта хĕсметре тăнă тапхăрсене кĕртмеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕм арçынсен - 60, хĕрарăмсен 55 çул. Пенсие кайнă самантра стаж мĕн чухлĕ пухăннине шутлама ансат. Енчен те çак тапхăр тĕлне вăл 30 (хĕрарăмсен) тата 35-рен (арçынсен) иртет-тĕк тÿлеве пысăклатнă коэффициентпа палăртаççĕ. Кашни хушма çулшăн (анчах та 10 çултан мала мар) пĕрер коэффициент тивет. Пенсие каярах тухсан çĕнĕ йĕрке тăрăх хушма коэффициентпа кашни çулшăн хавхалантараççĕ. Çавна май пенси пысăкрах пулать. Тĕслĕхрен, пенсие палăртнă вăхăтран виçĕ çул каярах илме тытăнсан çирĕплетнĕ тÿлев 19 процент пысăкланать, страховани пайĕ 24 процент чухлĕ хăпарать. 8 çул иртнĕ хыççăн - 73 тата 90 процент.
- Хăш-пĕр çынсен ĕç стажĕ кирлĕ шайран пĕчĕкрех пулсан мĕн тумалла?
- Ĕç стажĕ 15 çулран кая пулсан социаллă пенси илесси пирки (хĕрарăмсем 60 çулта, арçынсем 55 çулта) РФ Пенси фондне пыма пултараççĕ. Çĕнĕ формула 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕмелле. Кăçал пенси тытăмне реформăлассипе çыхăннă саккунсене йышăнмалла, 2014 çулта пенсие çĕнĕрен шутламалли правăна конвертацилес енĕпе ĕçлемелле.
Источник: "Урмарская районная газета"