31 июля 2013 г.

Социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрсенчен пĕри çурт-йĕр строительстви шутланать. Пирĕн республика чылай çулсем пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе ытти регионсемпе танлаштарсан малтисен ретĕнче пырать. 2008-2010 çулсенче 30 пине яхăн çемье хăйĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă. 2015 çул тĕлне юхăнса кайнă тата авариллĕ çурт-йĕр фондне пĕтĕмпех пĕтерме палăртнă. Çавăн пекех тĕрлĕ социаллă программăсемпе çурт-йĕр хăпартасси те ăнăçлă пурнăçланса пырать.
Акă «2013 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пирĕн районта 2003-2012 çулсенче 169 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, вĕсенчен 107 çемье яллă вырăнта çурт-йĕр хăпартнă. Яллă вырăнсенче пурăнакан 62 çамрăк çемье тата çамрăк специалистсем çурт-йĕр хăпартнă е туяннă.
Кăçал вара пирĕн районта тепĕр 3 çамрăк çемье хăйсен пурнăмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕç. Райадминистрацин ларусен залĕнче чаплă лару-тăрура райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин строительствăпа инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов яллă вырăнсенче çурт-йĕр хăпартма е туянма социаллă пулăшу илме свидетельствăсем пачĕ. Ăна О.Прокопьева (Энĕшпуç ял тăрăхĕ), О.Виссарионова (Вăрмар хула тăрăхĕ), Е.Степанова (Кĕтеснер ял тăрăхĕ) тивĕçрĕç.
«Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăпа иртнĕ çул 9 çемье çурт-йĕр хăпартма е туянма социаллă пулăшу илнĕ. Кăçал та çак программа вăйра.
Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă тăлăх ачасене те пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май кăçал пирĕн районта 6 тăлăх ачана хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнă. ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнчи 292 номерлĕ Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалтан тăлăх ачасене (яллă вырăнта пурăнакансене те) поселокра хăпартакан капмар çуртсенчи хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнă. Малашлăхра вĕсем валли ялсенче çурт-йĕр шырамалла пулмĕ, пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен хваттерсем уйăрĕç.
Нумай ачаллă çемьесене те патшалăх хăйĕн хÿттине илнĕ. 5 е ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕр хăпартса парас ĕç пирĕн районта ăнăçлă аталанса пырать. Кăçал вара Энĕшпуç ял тăрăхне кĕрекен Хуруй ялĕнчи нумай ачаллă çемьене капмар та хăтлă çурт-йĕр хăпартса парассипе документсем хатĕрлеççĕ. Çитес вăхăтра кунта строительство ĕçĕсем пуçланмалла.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.