27 июля 2013 г.

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 26-мĕшĕ тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 1099 гектар çинчен вырса илнĕ, 2142 тонна тĕш тырă тĕшĕленĕ, районĕпе вăтам тухăç гектартан - 19,5 центнер. Тĕш тырă туса илессипе «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ малтисен ретĕнче. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра çĕр улми кăларас ĕçе те пуçăннă. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вара «иккĕмĕш çăкăра» пухса илессипе тăрăшса вăй хураççĕ.
Çанталăкăн кашни минучĕпе тухăçлă усă курас тесе тăрăшаççĕ кунти ĕçченсем. Асăннă фермер хуçалăхĕн çĕр улми уйĕнче ир çитĕнекен «Импала» сорта пуçтараççĕ. Ăна 8 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Тухăç пĕр гектартан 200 центнерпа танлашать. Çимĕçе пуçтарас çĕрте Çитмĕш, Анаткас, Кĕлкеш, Вăтакас çыннисем хутшăнаççĕ. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вăй хуракан Э.Макаров тракторист копалкăпа çĕр улмине кăларса пырать. Çавăн пекех М.Краснов, О.Краснов, Ю.Власов трактористсем, В.Обручков, В.Григорьев водительсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Хуçалăх ертÿçипе кăмăллă вĕсем. «Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен те, ĕç вырăнне илсе çитерессипе те кÿрентермест пире Геннадий Николаевич», - теççĕ кунта ĕçлекенсем.
Çанталăкĕ кăçал шăрăх тăчĕ пулин те, çĕр улми тухăçлă пулнă кунта. «Иккĕмĕш çăкăра» вăхăтра шăварса тăнăран çĕр улми йышлă çитĕнчĕ. Халĕ вара 300 гектар йышăнакан çĕр улмине вăхăтра тата тăкаксăр пухса кĕртес тĕллевлĕ вĕсем.
«Крылов П.Н» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вара 212 гектар çинче пăрçа вырса çапса илессипе ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне нумай çул ÿсекен курăксене çулса рулонлă тюксем тăваççĕ. «Хĕл хырăмĕ аслă», - теççĕ ватăсем. Асăннă хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышлă пулнăран кунта выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлесси пĕрремĕш вырăнта тăрать. Çавăнпа та ăна хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйраççĕ.
Çумăрлă çанталăк тăнине пăхмасăрах Тикаш ял тăрăхĕнчи «Иванов В.А.», «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи йĕтемре тĕш тырă аллас ĕç пырать. Кунта кĕрхи тулăна алласа пĕтерсе пÿлмене хунă та ĕнтĕ. «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тырă аллассипе А.Белоусов, Ю.Иванов, С.Деряков,П.Кабакова, Л.Филиппова, «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче Е.Сорокина, А.Фомина пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ.
Алланă тырра асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕсем Шупашкарти тырă йышăнакан пункта КамАз автомашинăсемпе ăсатнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.