27 июля 2013 г.
Эпир килте тăваттăнтан пурăнатпăр. Манăн атте - Леонид Леонидович Иванов. Вăл 38 çулта. Манăн анне - Ольга Николаевна Иванова. Вăл 37 çулта. Манăн пичче - Руслан Иванов. Вăл Пысăк Енккассинчи шкулта вĕренет, питĕ пултаруллă ача. Аван вĕренет, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче ăна ырланăшăн анне питĕ савăннă. Манăн пичче спортпа туслă, шкул ачисем хушшинче çуран чупса малти вырăнсем йышăнать. Физкультура учителĕ Ю.Архипов ăна хавхалантарса пырать. Вăл Шупашкарта, Çĕрпÿре, районта пулса иртекен ăмăртусене хутшăнса виçĕ медаль çĕнсе илнĕ, унăн - тĕрлĕрен дипломсем, грамотăсем те нумай. Пичче мана вĕренÿре те пулăшать, ăнланманнисене ăнлантарать, эпĕ тунă йăнăшсене тÿрлетме пулăшать.
Çемьере эпир туслăн пурăнатпăр. Пирĕн атте ялти ытти арçынсемпе пĕрле çĕршыври тĕрлĕ хуласенче капмар çуртсем хăпартнă çĕрте вăй хурать. Ăçта кăна çитсе курман пулĕ вăл, тин çеç Тюмень облаçĕнчен таврăнчĕ. Манăн атте питĕ савăнăçлă çын, тăсса ярать те хăйĕн купăсне, пуçлать юрлама... Тинĕс Çар флотĕнче Кронштад хулинче службăра тăнă вăл. Моряксем, салтаксем çинчен юрăсем юрлама юратать. Вăл килтен аякра чухне эпĕ уншăн питĕ тунсăхлатăп.
Тепĕр çывăх çын маншăн - чĕререн юратнă анне. Манăн аннен алли ылтăн, темĕн тума та пултарать: çăм арлать, пĕтĕрет, нуски-алсиш çыхать. Пире валли çеç мар, хулари пĕтĕм тăвансем валли çыхать ăшă нускисене. Эпир шкултан таврăннă çĕре пире валли яланах сĕтел çинче вĕри апат. Анне пирĕншĕн чĕререн тăрăшать, пирĕн çитĕнÿсемпе савăнать, мухтанать, ăнман ĕçсене ăнлантарса, çĕнетсе малалла пурнăçлама хавхалантарса тăрать. Маншăн анне - тĕнче илемĕ, маншăн анне - çемье хуралçи.
Пирĕн картиш тулли сурăхсемпе путексем. Вĕсен кашнин хăйĕн ячĕ пур: Шăлсăрри, Мулкач, Негр, Белок, Пышка, путеккисене ят пама пуçлайман-ха халĕ. Çуллахи вăхăтра, сурăхсем валли симĕс апат хатĕрленĕ чухне, яланах пĕрле ĕçлетпĕр.
Пахчари ĕçсене тума та пулăшатпăр эпир аннене. Çумлатпăр, катмаклатпăр, утă çулатпăр, пахча çимĕç шăваратпăр. Картишĕнче пуçтаратпăр.
Манăн асатте - Леонид Леонидович Иванов, асанне - Мария Павловна Иванова. Кукаçи - Николай Яковлевич Яковлев, кукамай - Зинаида Георгиевна Яковлева. Вĕсен ламран-лама, йăхран-йăха пыракан ырă ятне малалла та тытса пырасчĕ-ха.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ИВАНОВ.