27 июля 2013 г.
Раççейри тĕрлĕ шайри ял хуçалăх предприятийĕсене аталантарас тĕлĕшпе Раççей ял хуçалăх банкĕ витĕмлĕ пулăшу парать. Кашни çулах çăмăллатнă кредитсем парассипе ĕçлет. Кăçал та акă банк тĕрлĕ кредитăн процент ставкине чакарассипе акци ирттерет. Çакă тата ытти улшăнусем пирки РФ ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Вăрмарти хушма офисĕн начальникĕнчен А.Максимовăран ыйтса пĕлтĕмĕр.
- Раççей ял хуçалăх банкĕ тĕрлĕ кредитăн процент ставкине чакарас енĕпе акци ирттернĕ май çăмăллатнă йĕркепе кредит 3 уйăхра илме май пур. Потребительсене паракан кредитăн та ставки 2 процент пĕчĕкленнĕ. Унăн çулталăкри чи пĕчĕк виçи поручительсемпе - 16,5 процент, поручительсĕр - 20 процент. Автокредитăн процент ставки 1,5 процент чакнă. Кивçен укçан çулталăкри ставки 11,5 процентпа машина туянма кредита мĕн чухлĕ вăхăтлăха илнинчен тата малтанхи взнос виçинчен килет. Акци иртнĕ май ипотека ставки те 0,5-1,25 процент пĕчĕкрех. Кредит условийĕпе тата вăхăчĕпе килĕшÿллĕн унăн çулталăкри ставки 10,5 процентпа танлашать. Раççей ял хуçалăх банкĕ вак суту-илĕве аталантарма пулăшмашкăн хăйĕн клиенчĕсене кредита çĕнĕ условипе сĕнет. Паян банк пулăшăвĕпе 4,5 млн çын усă курать. Çулталăк пуçланнăранпа Раççей ял хуçалăх банкĕ 65 млрд тенкĕлĕх кредит уйăрса панă. Çакă ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсемшĕн курăмлă пулăшу пулĕ.
Пĕлсе тăма
2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта Раççей ял хуçалăх банкĕ ял хуçалăх производствинче вăй хуракансене тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерме 138 млрд тенкĕлĕх кредит панă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 37 процент ытларах. Ял хуçалăх ĕçченĕсене Раççей ял хуçалăх банкĕ панă кредитсен шайĕ, ытти банксемпе танлаштарсан, 70 процентпа танлашать. Асăннă ял хуçалăх банкне кредит илме 7 пин уйрăм çынпа хуçалăх заявлени тăратнă, вĕсенчен 93 проценчĕн ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"