27 июля 2013 г.

Вăрмар райпо системинче ĕçре палăрнă маттур сутуçăсем чылайăн вăй хураççĕ. Вĕсенчен пĕри - Шăхаль райпо лавккин сутуçи - Елена Николаевна Григорьева. Вăл туянакансемпе яланах тарават та ăш пиллĕ, вырăнти халăха кирлĕ таварсемпе яланах вăхăтра тивĕçтерсе тăрать.
Елена Николаевна Çĕрпÿ хулинче 1973 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсен Çĕрпÿ райповĕн обществăлла апатлану предприятине ĕçе вырнаçать. Тăрăшулăхпа, ĕçченлĕхпе палăрать вăл унта. Пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе 1991 çулта Шупашкарти вĕрентÿпе производство профтехучилищĕне вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе алла диплом илсен хăй унччен ĕçленĕ вырăнтах повар пулса тăрăшать. Шăпа ăна Шăхаль ялне илсе çитерет. Çак ял каччипе çемье чăмăртаççĕ вĕсем. 2003 çултан пуçласа паянхи кунччен те Е.Григорьева райпон Шăхальти лавккинче сутуçă пулса ĕçлет.
Вăрмар райповĕ çулсеренех пурлăхпа техника базине вăйлатса, лавккасене çĕнетсе пырать. Акă иртнĕ çулсенче Шăхаль лавккине те çĕнĕ сăн кĕртрĕç. Халĕ кунта ку е вăл тавара ирĕклĕ майпа туянма пулать. Тавар ассортименчĕпе те пуян вăл, мĕн кирлипе пĕтĕмпех тивĕçтереççĕ. Елена Николаевнăна çуллахи вăхăтра хĕрĕ Людмила пулăшса пырать.
Хальхи рынок тапхăрĕнче кашни ялтах тенĕ пек уйрăм çын лавккисем «çумăр хыççăнхи кăмпасем пекех» ÿссе пыраççĕ. Кун пек чухне конкурентлăха тÿсме йывăр паллах. Анчах та Е.Григорьева сутуçă умри йывăрлăхсене парăнма хăнăхман, хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçласа пырать. Çавăнпа та туянакансем унпа кăмăллă.
Ĕçре ÿсĕмсем тунăшăн Вăрмар райпон Хисеп грамотине, Чăвашпотребсоюзăн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ пултаруллă сутуçă. Эппин Елена Николаевнăна малашне те ĕçре ăнăçусем сунатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.