27 июля 2013 г.
.jpg)
Ку тĕл пулу Тинĕс Çар флочĕн кунĕ умĕн пулчĕ. Кăнтăрлахи шăрăхра манăн 76 çулхи тăван-пĕлĕшпе, тинĕс çÿревçисен ветеранĕпе Василий Петрович Криковпа курнăçма тÿр килчĕ. Эпĕ тахçанах ĕçре пиçĕхнĕ, çирĕп кĕлеткеллĕ, патвар шухăш-кăмăллă, çивĕч ăс-пуçлă, çаврăнăçуллă чĕлхеллĕ, татăклă та тÿрĕ калакан ентешĕн пурнăçĕнчи самантсемпе кăсăклантăм. Хальхи вăхăтра вăл пирĕн ялта çулпа чи аслă, ĕçленĕ вăхăтра тинĕс флотĕнче службăра пулнисенчен чи сумлă çын шутланать. Калаçу сад пахчи сулхăнĕнче тăсăлчĕ. Килти сиплĕ кваспа хăналанса Виталий Петрович иртнĕ кун-çул çинчен ерипен каласа пама пуçăнчĕ.
Шăпа тени тĕрлĕрен. В.Криков 1937 çулхи майăн 17-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче кун çути курнă. Ашшĕ, Петр Тимофеевич Тимофеев (1906-1971), фронтовик, «Катюшăсен» минометлă чаçĕнче çапăçнă, каярахпа штабра писарьте тăнă. Амăшĕ, Елизавета Петровна (1906-1973), колхозра вăй хунă. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Ывăлĕ, Виталий, шкул çулне çитсен ытти ачасемпе пĕрле ялти шкулта, унтан 1953-54 çулсенче Канашри механизаторсен училищинче ăс пухнă. Унтан МТСра плугарь, тракторист пулса ялти паллă механизатор-фронтовикпа П.Павловпа пĕрле ĕçленĕ. Тырă вырма пуçăнсан хисеплĕ И.Муллин комбайнерăн, вăрçăн икĕ орден кавалерăн, пулăшуçи пулса тăрăшнă.
1956 çулта салтак ячĕ тухсан тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама ялти çамрăксем, тăвансем вĕри чĕреллĕ çамрăка мухтавлă Тинĕс çар флотне ăсатнă. Хĕсмете Кронштадтри электромеханиксен шкулĕнче пуçланă. Вĕренÿ программи вĕçленсен çамрăк матрос малтанах Владивосток хулине, унтан Камчатка флотилинчи «Бурливый» эскадроминоносец çине судомашинист пулса лекет. Çирĕп кăмăллă, çивĕч шухăшлă, хастар чăваш инçетре те хисепре пулнă. 1958 çулхи июльте БЧ-5 отделенин машинистне В.Крикова кĕске вăхăтлăх отпуска тăван яла яраççĕ. Вăл тĕрлĕ тинĕс çÿревĕсене хутшăннă, патриотла çĕкленÿпе, çирĕппĕн утса ыррăн-сыввăн походсенчен таврăннă, çĕршыв хуралĕнче хăй тÿпине хывнă. 4 çул хушши хăватлă эсминец çинче службăра тăнă хыççăн 1960 çулта Камчаткăрах юлма тĕллев лартнă. Унăн ĕç биографийĕ вара тÿрремĕнех Камчаткăри тинĕс пулăçисен, суту-илÿ пароходствипе çыхăннă. Ĕçчен çын ĕмĕр мухтавра. В.Криков çинчен, вăл «Чумикан» буксир çинче механик пулнă вăхăтра, вырăнти хаçатра пысăк очерк тухнă, Хисеп хăми çине сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Мирлĕ ĕçре 1960-1976 çулсенче тĕрлĕ карапсем çинче тăрăшать, унта хăй пĕлĕвне, пултарулăхпа вăй-халне парать. Ĕç стажĕ 21 çул шутланать, вĕсенчен 4-шĕ - тинĕс çар флотĕнче.
19 çул хушши Энĕшпуç ялне çитсе курман хыççăн тăван тавралăха таврăнма шутлать. Ял-йыш хăйĕн ывăлне манмасть.
1976 çулта Виталий Петрович ялта пурăнакан Нина Львовнăпа пĕрлешнĕ. Вĕсем 37 çул çемье ăшшине упраса пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ. 1983 çулта В.Криков хăрах куçĕ сусăрланнă пирки куçсăррисен инваличĕ пулса тăрать. Вăл нумай çул хушши районти инвалидсен обществин активлă членĕ, халĕ хисеплĕ ветеранĕ шутланать.
Тивĕçлĕ канура пулсан та килте алă усса лармасть, паян кун та пурнăçпа тан утать. Пĕрмаях тĕнчери тата çĕршыври лару-тăрупа кăсăкланать, хаçат-журнал вулать.
Вĕçĕ хĕррисĕр тинĕс шавĕ, унăн мăн хумĕсем халĕ те ветеран асĕнче. Уяв ячĕпе саламлас килет чăнахах та тинĕс флотне юратнă В.Криков матрос-патриота, хисеплĕ ентеше.
Малалла çакна палăртса хăварни те вырăнлă. Революцичченех Энĕшпуç ял каччисем патша флотĕнче хĕсметре тăнă. Шутласа пăхнă тăрăх 50 ытла çыннăн пурнăçĕ тинĕс çар флочĕпе çыхăннă. Вĕсенчен В.Пудриков (1911-1979 ç.ç.) I рангри капитан 5 орден илме тивĕç пулнă, Н.Егоров I рангри капитана (1947 ç.) «СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен службинче пулнăшăн» III степеньлĕ орден панă, П.Назатов (1919 ç.) 3 рангри капитан икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.Тинĕс çар флотĕнче службăра пулнă Энĕшпуç çамрăкĕсем чылай: пурне те вĕсене уявпа саламлатпăр.
Çарпа Тинĕс флочĕн кунне Совет правительствин 1939 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе паллă тума йышăннă. Ăна Халăх комиссарĕсен Совечĕн председателĕ В.Ленин 1918 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче Рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ флотне туса хурасси пирки калакан Декрета алă пусса çирĕплетнипе çыхăнтарнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.КРИКОВ.