27 июля 2013 г.

«Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» Обществăлла организацийĕн Канашĕ пуçарнипе кашни çулах районти шкул ачисем хушшинче «Саккунпа йĕркелĕх хуралĕнче» конкурс иртет.
Асăннă обществăсăр пуçне ăна йĕркелесе ирттерме Вăрмар район администрацийĕ, РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ЧР тĕп управленийĕ, ЧР Шалти ĕçсен министерстви, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ, «Пĕтĕм Раççейри пушар хуралĕн ирĕклĕ обществи» республикăри обществăлла организацин уйрăмĕ, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен тата шалти çарсен ветеранĕсен (пенсионерсен) организацийĕсем йĕркелесе ирттереççĕ.
Район шайĕнче иртекен (халĕ вăл республика шайне те тухса пырать, мĕншĕн тесен унăн ĕçне районти ачасен сывлăхне çирĕплетекен «Романтика» лагере канма республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ ачасем те хутшăнаççĕ) конкурса уйрăм ачасем, коллективсем саккун йĕркипе хăрушсăрлăх тытса пырас енĕпе хăйсен авторла ĕçĕсене - сăвă-калавсене, новелла-эссесене, ÿкерчĕксене тăратнă.
Кăçал çак конкурса хальчченхи пекех вуншар-вуншар ĕç килнĕ, вĕсене йĕркелÿ комитечĕ июнĕн 11-мĕшĕнче хакланă. Чыслав вара июлĕн 19-мĕшĕнче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ умĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçласа пуçĕсене хунă шалти ĕçсен сотрудникĕсене асăнса лартнă палăк умĕнче иртнĕ.
Чăваш милицийĕн (халĕ полицийĕ) тата пушар хуралĕн службисене туса хунипе çыхăннă конкурс пĕтĕмлетĕвне «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» вице-президенчĕ В.Нягин полковник уçнă, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхне Ю.Соколова сăмах панă.
Юрий Васильевич тÿрех çакна палăртнă: «Республикăри пĕр районта та çакăн пек конкурссем район шайĕнче ирттереççĕ, ăна эпир вара 8 çул хушши пĕр сиктермесĕр ирттеретпĕр. Çакă пирĕн тăрăхра йĕрке тата пушар хуралĕнче тăнă, халĕ те хăйсен тивĕçне пурнăçлакансене сума суни, çамрăксем вĕсен çăмăл мар профессине суйласа илме хатĕрленни çинчен калать», - тенĕ вăл. Тĕслĕх илмелли çынсем вара сахал мар. Акă, конкурса пуçарса яраканĕ, нумай çул хушши Чăваш Республикинчи пушар хăрушсăрлăхĕн службине ертсе пынă Василий Николаевич Нягин «Паттăрлăхшăн» ордена икĕ хут тивĕçнĕ. Çак наградăна икĕ хутчен илнисем Раççейĕпе те сахал. Атайкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, çуллахи XXVIII тата XXIX Олимп вăййисене хутшăннă çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ С.Захарова майор та МЧС тытăмĕнче вăй хурать.
Çĕнтерÿçĕсене конкурса хутшăннăшăн чи ырă сăмахсем каласа В.Нягин полковник, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов саламларĕç. Çавăн пекех çамрăксем Хисеп грамотисемпе укçан паракан премисене Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин моральпе психологи пайĕн начальникĕ А.Метельков полковник, муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕ Г.Васильев, унăн членĕ Н.Михайлов тата ытти ветерансен, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕн П.Алексеевăн аллисенчен илчĕç.
Жюри ачасен ĕçĕсене «Алăпа тунă ĕçсем», «Плакат» (Баннер), «Ÿкерчĕк», «Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсем», «Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă паттăрсем», «Пушар хуралĕн паттăрĕсем», «Видео-презентаци» номинацисенче хакланă. 30 ытла ача Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче В.Морозова, А.Константинов (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул), С.Расколов, М.Дмитриева (Энĕшпуç), С.Михайлова (Кивĕ Вăрмар), Т.Иванова (Чупай), И.Чубуков (Кавал) тата ыттисем те.
Шкул командисем хушшинче 1-3 вырăнсене Энĕшпуç, Кивĕ Вăрмар, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулсен командисем тивĕçнĕ. Мероприяти вăхăтĕнчех Энĕшпуç шкулĕнчи вĕренекенсен ушкăнне çамрăк пушарниксен ретне йышăннă, çакăн çинчен калакан удостоверенисем панă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.