24 июля 2013 г.

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче районта 2013 çулхи вырма ĕçĕсем пуçланнă пирки пĕлтернĕччĕ. Чи малтанах уя «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн комбайнĕсем тухрĕç. Вĕсем хыççăнах «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики те вырма ĕçне тухма хатĕрри çинчен çырнăччĕ.
Чăн та, июлĕн 20-мĕшĕнче хуçалăхри пур 5 комбайна та - икшер ACROS-530, «Нива» СК-5 тата пĕр «Енисей» комбайнсен экипажĕсем хăйсен «хир карапĕсене» Пăвапуç тата Кавал вăрманĕсем хушшинче 57 гектар йышăнакан кĕрхи ыраш пуссине кăларчĕç. Пĕрремĕш куннех тÿрремĕнех вырса çапса хуçалăхăн йĕтемне Э.Семеновпа А.Никитин водительсем 155 тонна «Фаленская» кĕрхи ыраша турттарчĕç.
Çак сорт питĕ тухăçлăскер, - тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ В.Нарзаев. Лайăх çулсенче гектартан 35 центнер таран илме пулать. Кăçал шăрăх тăчĕ пулсан та пирвайхи кăтарту - гектартан 25 центнер.
Чи малтанах çак сорта вăрлăха хывасшăн, ытти тухăçа вара тĕрлĕ хуçалăхсене, уйрăм çынсене сутма палăртнă. «Договор тăвăр та, килĕр-илĕр», - тет сăмаха малалла тăсса Вячеслав Васильев.
Хуçалăхăн тĕш тырă йышăнакан лаптăкĕ сахал мар. Кĕрхи ыраш 150 гектар йышăннă пулсан тепĕр 473 гектар çинче «Казанский 560», «Московская 56» кĕрхи тулă пухса кĕртмелле. Çурхи культурăсем - урпа, сĕлĕ, тулă - 1500 гектар йышăнаççĕ. Вĕсене те кĕске вăхăт хушшинчех пухса кĕртесшĕн. Çакна пурнăçа кĕртме пур май та пур - техника юсавлă, комбайнерсем те хире пĕрремĕш хут кăна тухмаççĕ тата вĕсен пĕлÿ шайĕ те пысăк. Акă В.Алексеев, С.Никоноров, А.Никоноров Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухса инженер профессине алла илнĕ. В.Яковлев, Д.Войков, В.Васильев ăсталăхне ял хуçалăхăн тĕрлĕ техникумĕсенче туптанă. Алексеевсен вара çĕр ĕçченĕсен династийĕ тахçантанпах чăмăртаннă - çемье пуçлăхĕ Николай Алексеевич 30 çул ытла хуçалăхра водитель пулса ĕçленĕ, аслă ывăлĕ - Владимир Николаевич - кайăк-кĕшĕк фабрикинче механик пулса тăрăшать, ĕççи вăхăтĕнче вара заправщик автомашинăпа уйри техникăна вăхăтра топливăпа тивĕçтерсе тăрать. Шăллĕ - Валерий Николаевич - хăйĕн ывăлĕпе, Димăпа (вăл Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта 9-мĕш класс пĕтернĕ), улшăнса «Енисей» штурвалне тытаççĕ. В.Данилов водитель тытса пыракан дежурнăй машина кирлĕ пулсан хуть те хăш вăхăтра та саппас пайсем килсе парать, слесарьсемпе сварщик та мĕн те пулса сиксе тухсан пулăшма яланах хатĕр. Комбайнерсене кунне икĕ хутчен тÿлевсĕр вĕри апат çитереççĕ. Вырма ĕçĕпе пĕрлех хуçалăхра кĕрхи культурăсене акса хăварма çĕр хатĕрлеççĕ. Г.Силеров, Н.Петров, А.Васильев механизаторсем Т-150 тракторсемпе 320 гектар çинче çĕр хатĕрленĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.