АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те, спортра та пиçĕхнĕ

23 июля 2013 г.

Районтан ĕçре те, спортра та пултарулăхпа палăрнă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Николай Петрович Таратин. 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкулта 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн комсомол путевкипе Павлодар облаçне ĕçлеме тухса каять. Унтан Муром хулинчи пиллĕкмĕш номерлĕ строительствăпа монтаж пуйăсĕ çинче рабочи пулать. Пĕр вăхăтрах каçхи курсра вĕренсе шофер правине илет. Часах Совет Çарне кайма черет çитет. Салтакран таврăнсан тăван «Ленинский» совхозра водительте вăй хурать, спортпа туслашать.

1967-1968 çулсенче Шупашкарти Чапаев ячĕпе хисепленекен заводра ĕçленĕ чухне Николай Петрович ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕренекенсен секцине çÿрет.

1967 çулта Кавал каччи «Зенит» ирĕклĕ спорт обществи тата заводри профсоюз комитечĕ ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртăва пуçласа хутшăнать. Çурма çăмăл виçере кĕрешсе пурне те çĕнтерет, чемпион ятне çĕнсе илет.

Çав çулхине çурма çăмăл виçере ирĕклĕ майпа кĕрешсе Шупашкар хулин чемпионĕ пулса тăрать.

1967-1970 çулсенче «Труд» ирĕклĕ спорт обществин чемпионĕн ятне тивĕçет.

1968 çултан пуçласа 1976 çулччен пирĕн ентеш «Урожай» ирĕклĕ спорт обществинче классика тата ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе мала тухассишĕн ирттернĕ тĕрлĕ шайри ăмăртусенче яланах тенĕ пек чемпион ятне çĕнсе илнĕ.

1969 çулхи декабрĕн 13-14-мĕшĕсенче Шупашкарта В.И.Чапаев призĕсене çĕнсе илессишĕн РСФСРти облаçсемпе автономиллĕ республикăсенчи командăсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ирттернĕ турнирта çăмăл виçере каллех Н.Таратин çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

1970 çулта вăл «Ленинский» совхозри физкультура коллективне ертсе пыма тытăнать.

1972 çулхи июлĕн 22-24-мĕшĕсенче профсоюзсен ирĕклĕ спорт обществисен Пĕтĕм Союзри Совечĕ Свердловск хулинче РСФСРти зонăра ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн колхозсемпе совхозсенчи физкультура коллективĕсем хушшинче ăмăртусем ирттернĕ. Çивĕч кĕрешÿре Н.Таратин виççĕмĕш вырăна тухнă.

1974 çулхи майăн 18-19-мĕшĕсенче Шупашкарта Чăваш Республикин çуллахи VI Спартакиади иртнĕ. Çитĕнсе çитнисем хушшинче классика енĕпе кĕрешсе 68 килограмм таран таякан спортсменсем хушшинче, пурне те çĕнтерсе, Николай Петрович Татарин каллех чемпион ятне тивĕçет.

1968-1976 çулсенче вăл Вăрмарта, Кавалта çамрăксене ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентет, спорт инструкторĕ пулать, çамрăк спортсменсем хатĕрлет. Çĕрпÿри совхоз-техникумран вĕренсе тухать, техник-механик специальноçне илет. 1976 çултан пуçласа 2003 çулччен вăл малтан «Ленинский», унтан «Ковали» хуçалăхра механик, тĕп инженер, машинăпа трактор паркĕн пуçлăхĕнче ырми-канми ĕçлет.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçсĕр лармасть Николай Петрович. Тĕрлĕ ăмăртусене судья пулса хутшăнать. Ÿсекен çамрăк ăрăва кĕрешÿ меслечĕсене вĕрентет. Районти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн дирекцийĕ спорт шкулĕ 35 çул тултарнă ятпа ирĕклĕ майпа кĕрешессине аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн Николай Петрович Таратин спорт ветеранне Дипломпа наградăланă.

Н.Таратинăн воспитанникĕсем паян кун та тĕрлĕ шайри ăмăртусенче хăйсен пултарулăхĕпе палăрса тăраççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика