23 июля 2013 г.

«Салтак ячĕ - йывăр ят», - тенĕ ватăсем. Мĕн ĕлĕкрен салтакра пулнă çынна шутлă çын вырăнне хунă. Халĕ те çак каларăш хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Эçпепе ялĕнче çуралса ÿснĕ Дмитрий Николаевич Александров та салтакра службăра тăрса çĕршыв умĕнче хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçларĕ.
Д.Александров 1989 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Автомобильпе çул-йĕрĕн Мускаври институчĕн Шупашкарти филиалне вĕренсе пĕтерет. Унтан çар ретне тăрать. Малтанах Ярославль облаçĕнчи Переславль - Залесский хулинчи регионти ведомствăсем хушшинчи вĕренÿ центрĕнче çар хĕсметĕнче тăнă. Унтан пирĕн ентеше Калуга облаçĕнчи Козельск хулине куçараççĕ. Вăл Хĕрлĕ ялавлă 28-мĕш гварди дивизинче стратегиллĕ ракетăсен çарĕнче хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Командир хушнисене пурне те вăхăтра туса пырать, çар службинче пысăк ăсталăх кăтартать. «Çар дежурстви вăхăтĕнче тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн», «Спортри ÿсĕмсемшĕн» паллăсене тивĕçет. Пултаруллă салтак çар ретĕнчен кĕçĕн сержант званипе таврăнать.
Килте ăна çывăх çыннисем пур кăмăлтан кĕтсе илчĕç. Малашлăх тĕллевĕсем те пысăк унăн. Хăйĕн пурнăçне çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн системин ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарасшăн. Эппин ĕмĕт-тĕллевĕсем пурнăçланса пыччăр çак пултаруллă çамрăкăн.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.