24 июля 2013 г.
Çул çинче автотранспорт хатĕрĕсен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Хальхи вăхăтра çăмăл автотранспорт хатĕрĕсемпе - скутерсемпе, мотоциклсемпе, мотиксемпе çÿрекенсем тăвакан аварисен йышĕ ÿссех пырать.
Хăш-пĕр цифрăсем, кăна илер-ха. Май уйăхĕн 3-мĕшĕнче 22 сехет те 40 минутра «Вăрмар - Кавал» çул çинче çамрăк çын скутера «çăварлăхлайман та» çул айккинелле вĕçнĕ.
Июнь уйăхĕнче те скутерсемпе çыхăннă çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсем пулнă.
Июнĕн 23-мĕшĕнче «Энĕш - Мăнçырма - Тикаш» çул çинче 15 сехет тĕлĕнче Мăнçырма çамрăкĕ хăйĕн «лашине» парăнтарайман.
Июнĕн 26-мĕшĕнче Пысăк Енккасси ялĕ тĕлĕнче 20 сехет те 10 минутра «Иж-Планета» мотоцикл ВАЗ-1110 машинăпа «çул пайлайман».
Июлĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 28-мĕшĕччен «Чăваш Республикинче «Скутер» операци иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ - скутерсемпе, мотоциклсемпе çÿрекенсене çул-йĕр прависене пурнăçлассине тĕрĕслесси.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.КОНДРАТЬЕВ, РФ ШEМeн муниципалитетсем хушшинчи уйрaмeн ГИБДД начальникe.