АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене çул-йĕр инкекĕсенчен сыхлар

24 июля 2013 г.

Ачасене çул-йĕр инкекĕсенчен сыхлар

Çул-йĕр правилисене пур ÿсĕмри граждансен те пăхăнмалли куç кĕретех. Ача садне çÿрекенсене ашшĕ-амăшĕсемпе воспитательсен мĕн пĕчĕкренех çул-йĕр правилисене вĕрентсе ÿстермелле. Ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентмелли вĕрентÿпе методика бази «Березка» ача садĕнче çулсеренех çĕнелсе, лайăхланса пырать. Ача сачĕ çак енĕпе ача-пăча литературипе те, сĕтел çинчи вăйăсемпе те, плакатсемпе те, çул-йĕр правилисене çутатакан тĕрлĕ материалсемпе те пуян.

Воспитательсен тĕп тĕллевĕ - ансат та ăнланмалла мелсемпе шăпăрлансене çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине ăнлантарасси. «Березкăри» «Калинка» ушкăнри воспитательсем Р.Исаева, И.Михайлова ятарласа хулари çулсемпе тăкăрлăксен, çуртсен, çул-йĕр паллисемпе светофорсен макетне туса хатĕрленĕ. Ачасем шăпах çак макет урлă çул-йĕр правилисене вĕренчĕç. Çавăн пекех воспитательсем тĕрлĕ вăйăсемсĕр пуçне ачасемпе «Мĕнле автомашинăсем пулаççĕ», «Çул çÿрекенĕн азбуки», «Светофор», «Çул-йĕр паллисем» темăсемпе усăллă калаçусем ирттерчĕç. Ятарласа «Березкăра» çул-йĕр правилисен эрнелĕхĕ иртрĕ. Ачасем поселок тăрăх уçăлса çÿренĕ май транспорт юхăмне, çул çÿрекенсем тротуарпа утса çÿренине, ÿкерчĕксем çинче курнă паллакан автомашинăсене сăнаса пăхрĕç. Уйрăмах «Калинка» ушкăнри ачасене «Кушак аçи çул-йĕр правилисемпе паллашни» темăпа хатĕрленĕ вăйă кăмăла кайрĕ. Çак вăйăра ачасем çул çинче правилăсене пăсса пыракан кушак аçине хăйсем пĕлекен правилăсене ăнлантарса пычĕç. Çавăн пекех çул-йĕр правилисене ăнлантаракан ÿкерчĕксен конкурсĕ те иртрĕ. Районти ГИБДД инспекторĕ ача садне çÿрекенесене çул-йĕр правилисене тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Малашне те ачасемпе çул çинче тĕрĕс çÿремелли правилăсене хăнăхтарса вĕрентессипе ĕçлетпĕр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Р.Исаева, воспитатель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика