АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хура çăл патĕнче»

24 июля 2013 г.

«Хура çăл патĕнче»

Пирĕн районта та пур-çке çакнашкал çăл. Ку пĕрре те ахальтен мар, авторĕ А.Никитина Тăвай районĕнче хаçат редакцийĕнче чылайранпа вăй хурать пулин те, вăл хăй пирĕн ентеш, Карăкçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Темиçе çул каялла паллашнăччĕ-ха унăн пĕрремĕш кĕнекипе, драмăллă произведенийĕсене пĕрле пухнăччĕ унта.

Çĕкленÿллĕ кăмăлпа уçатăп пĕрремĕш страницăна. Пĕчĕк кĕнекере кулăшсем, сăвăсем, юптарусем, инсценировкăсем, новеллăсем, калавсем, халал вырнаçтарни пирки çырнă унта. Виççĕмĕшĕнче - авторăн шухăша кайнă сăнĕ. Тĕрлĕ темăллă кулăшсем кĕртнĕ автор. Аслисен кăмăлне çĕклекеннисене те, ачасене хавхалантараканнисене те. Пĕтĕмпех пĕр саспаллирен пуçланакан сăмахсемпе усă курса вулакана ăнланмалла сюжет хайласси те çăмăл мар. Хушăран хаçатçăн шухăшĕсем поэзи тыткăнне те лекеççĕ. Юптарусем те пур кĕнекере, пурĕ - пиллĕк. Пурнăçри çитменлĕхсене чĕр чунсен сăнарĕсемпе усă курса сăвăласси те чиперех пулать А.Никитинан.

Юмахсене те кăмăллать автор. Хăй вуласа ÿснĕ произведенисен тытăмĕсене усă курса паян çитĕнекен ачасене хавхалантармалла çĕнетет вĕсене. Пĕрремĕш кĕнекине драмăллă произведенисем пухнă автор, иккĕмĕшĕнче те манман ку жанра. “Новеллăсем” пайра хаçатçă пурнăçран уйрăлса кайнă амăшĕн сăнарĕпе калаçать. Хăй чун панă ачисене халалласа çырнă йĕркесене те вулама пулать çĕнĕ кĕнекере. “Çынна ан ылханăр, начар ан сунăр. Киревсĕр ĕçсем туса намăс ан курăр. Нумай юлташлă, çирĕп тата йышлă çемьеллĕ, телейлĕ, юратуллă пулăр. Пехил сире, ачасем. Аçу-аннÿ ырă суннине нихăçан та ан манăр”, - текен сăмахсем шухăша яраççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ГРИГОРЬЕВА, чaваш чeлхипе литературине вeрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика