24 июля 2013 г.
.jpg)
Августăн 4-мĕшĕнче пултаруллă педагог, хăйĕн ĕç-хĕлне çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçе панă çын Николай Николаевич Николаев çуралнăранпа 81 çул çитет. Чăнахах та пуян Арапуç ялĕ ырă та ăслă, талантлă çынсемпе. Ял ятне каласанах район çыннисем колхоз председателĕнче нумай çул хушши ĕçленĕ РСФСРăн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Иван Михайлович Михайлова, РСФСР тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ врачне, паллă хирурга Галина Ивановна Тимошенкăна ырă сăмахсемпе аса илеççĕ. Халĕ вара мухтава тивĕçнĕ педагог, районта пурте пĕлнĕ çын, Арапуç шкулĕн директорĕ пулса нумай çул ĕçленĕ Н.Николаев кун-çулĕн хăш-пĕр саманчĕсем çинче чарăнса тăрасшăн.
Николай Николаевич Николаев Арапуç ялĕнче хресчен çемйинче 1932 çулта çуралнă. Çăмăл пулман пĕрре те ял халăхне 30-мĕш çулсенче: выçлăх çулĕсем, коллективизаци, унтан вара Аслă Отечественнăй вăрçă. Çапах та Кольăн ашшĕ-амăшĕ ал усса ларман, ачана вĕрентме тăрăшнă. Сакăр çула çитсен Николай Арапуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкула çÿреме пуçлать, малалла пĕлĕвне Вăрмарти вăтам шкулта тăсать. 1950 çулта унтан вĕренсе тухсан Канашри учительсем хатĕрлекен чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухсан 1952-1954 çулсенче чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса Куславкка районĕнчи Энтри Пасар шкулĕнче вăй хурать, ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентет. Çав шкултанах ноябрĕн 22-мĕшĕнче 1954 çулта Совет Çарне службăна каять. Унтан 1957 çулта таврăнать, КПСС райкомĕнче инструкторта вăй хума тытăнать. Çавăн чухнех çемье çавăрать.
Каласа хăварас килет, унăн мăшăрĕ, Людмила Яковлевна, нумай çул хушши ялти культура çуртне ертсе пычĕ. Яваплă, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре вăл ырми-канми тăрăшрĕ, ял культурине çулти шая çĕклерĕ. Çемье виçĕ ача çитĕнтерчĕ (1 ывăл та 2 хĕр), пурте пурнăçăн сарлака çулĕ çине тăчĕç, хĕрĕсем аслă пĕлÿ илчĕç.
1962 çулхи февраль - апрель уйăхĕсенче «Хĕрлĕ ялав» район хаçачĕн ответлă секретарĕ пулса ĕçлет. 1962 çулхи майăн пĕрремĕшĕнчен пуçласа Николай Николаевич парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕнче пропагандист, 1965 çултан пай заведующийĕ пулса ĕçлет. Çав вăхăтрах вăл куçăмсăр майпа Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Тăрăшулăхпа пултарулăхне кура КПСС райкомĕн 4-мĕш пленумĕн йышăнăвĕпе 1968 çулхи августăн 14-мĕшĕнчен «Хĕрлĕ ялав» район хаçачĕн редакторĕнче ĕçлеме пуçлать. Çак должноçра 1970 çулхи март уйăхĕччен тăрăшать. Вăл çырнă материалсем ун чухнехи парти тата ял хуçалăх темисемпе çыхăннă. 1970 çулхи март уйăхĕнчен каллех парти ĕçĕнче - райком партийĕн иккĕмĕш секретарĕ пулса ĕçлет. 1972 - 1999-мĕш çулсенче Арапуçĕнчи малтан 8 çул вĕренмелли, 1973 çултан, шкула реорганизациленĕ хыççăн, вăтам шкул директорĕ пулса вăй хурать. Шкулта вĕренÿпе воспитани ĕçне малалла лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшать, çамрăк ăрăва тĕрĕс çул çине тухма пулăшать. Ку шкултан вĕренсе тухнă вуншар-вуншар çын Николай Николаевича ăшшăн аса илеççĕ, вăл чăнах та талантлă учитель, организатор пулнă. Шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем кăна мар, кунта ĕçлекен педагогсем те ырă сăмахпа çеç аса илеççĕ ăна, вăл тĕрĕс сĕнÿсем панипе учительсем пысăк утăмсем тунă хăйсен пурнăçĕнче. Коллективпа пĕр чĕлхе тупма пултарнă, çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентнĕ, çав вăхăтрах кирлĕ чухне вĕсенчен çирĕп ыйтнă, анчах никама та çапса хуçман, сăлтавсăр кÿрентермен, мĕншĕн тесен çынна хисепленĕ. Çавăн пек пултаруллă çын, педагог тата ертÿçĕ пулнă вăл Николай Николаевич. Шел пулин те вăл пурнăçран 2012 çулта уйрăлса кайрĕ. Арапуç çыннисем унăн пархатарлă ĕçĕсене нихăçан та манас çук, çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенче яланах упранĕ.
Вăл шкул директорĕ пулнă çулсенче ялти шкултан вуншар-вуншар çамрăк вĕренсе тухса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă. Чылайăшĕ халĕ анлă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăй хураççĕ. Инçетре пурăнсан та тăван ялне килсех çÿреççĕ. Тăванĕсемпе тĕл пулнисĕр пуçне вĕсем яланах тăван шкула килсе курма вăхăт тупаççĕ, иртнине аса илеççĕ, Николай Николаевича ырă сăмахсемпе асăнаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: М.НИКОЛАЕВА.