АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен пулăшăвĕпе кашниех усă курать

24 июля 2013 г.

Кашни çулах РФ Президенчĕн 1994 çулхи майăн 16-мĕшĕнчи 944 номерлĕ Указĕпе июлĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче Раççей Почтин кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл июлĕн 14-мĕшне килнĕ.

Ăна «Раççей Почти» Федераллă патшалăх унитари предприятийĕн Чăваш Республикинчи Федераллă почта службин пур ĕçченĕсем те паллă турĕç. Вăрмар почтамчĕ икĕ района - Вăрмар тата Куславкка тăрăхĕсене - пăхса тăрать. Çак кун умĕн çыхăну уйрăмĕн начальникĕсем, почтальонсем, ытти çыхăну ĕçченĕсем райцентрта пуçтарăнчĕç. Чаплă лару-тăрура вĕсене Вăрмар почтамчĕн начальникĕ С.Риманов, райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Н.Павлов, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев вĕсен ĕçне пысăка хурса саламларĕç, Хисеп грамотисем, Тав çырăвĕсем, парнесем парса чысларĕç. Электронлă ĕмĕрте пурăнатпăр тетпĕр пулсан та, çыхăну ĕçченĕсен ĕçĕ питĕ курăмлă. Темиçе цифра кăна илер: Раççейре 40 пин ытла çыхăну уйрăмĕ. Почта турттарма 450 ытла почта вагонĕсемпе, 17 пин ытла автомашинăпа, 360 авиамаршрутпа усă кураççĕ. Çулсерен çыхăну ĕçченĕсем 1 млрд çыру, 3 млрд хаçат-журнал, 12 млн посылка, 44 млн укçа куçарăвĕ палăртнă адреспа илсе çитереççĕ. Ĕçне кура хисепĕ те. Уявăн чыслав пайĕнче ĕçре палăрнă ĕçченсене тĕрлĕ наградăсем пачĕç. И.Андреева почтамтри аслă оператор тата Кĕтеснерти çыхăну уйрăмĕн почтальонки Н.Николаева «Раççей Почти» ФПУПăн Хисеп грамотине, республикăри Федераллă почта службин Тав çырăвне Т.Егорова (Чупай), И.Григорьева (Пысăк Енккасси) тивĕçрĕç. ЧР информаци политикипе массăллă коммуникаци министерствин Хисеп грамотипе почтамтри 1 класлă А.Михайлова сортировщицăна наградăланă.

Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотипе почтамт начальникĕн заместительне Е.Васильевана, ертсе пыракан экономиста Е.Степанована, Тав çырăвĕпе Урнарти почта уйрăмĕн начальникне Т.Ананьевана, А.Ильин электромеханике чысланă. Вăрмар почтамчĕн Тав çырăвĕсене Энĕшпуçĕнчи, Вăтакасри çыхăну уйрăмĕн начальникĕсем Н.Яковлева тата Л.Иванова тивĕçнĕ. Çыхăну ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн Хисеп грамотине Энĕшпуçĕнчи Н.Арсентьева почтальонкăна панă, Кавалти çыхăну уйрăмĕн начальникне Л.Ланинăна ЧР Федераллă почта службин управленийĕн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ те хаçата сарассипе тăрăшса ĕçленĕшĕн çыхăну уйрăмĕн начальникĕсемпе почтальонсене парнесем парса чысларĕ. Çавăн пекех Куславкка районĕнчи çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсем те наградăсене тивĕçрĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Е.ВАСИЛЬЕВА, Вaрмарти почтамт начальникeн cумe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика