АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Г.В.Моклаков композитора - 90 çул

20 июля 2013 г.

Г.В.Моклаков композитора - 90 çул

Çулсем хăвăрт шăваççĕ çав. Çак кунсенче вара Григорий Васильевич 90 çул тултарать. Г.Моклаков баянист-композиторпа паллашнă чухне вăл Вăрмарти Культура çуртĕнче ĕçлетчĕ. Художествăлла пултарулăх коллективне ертсе пыратчĕ. Ку ĕç çине тимлĕн те юратса пăхатчĕ вăл. Çавăнпах Культура çуртне юрлама поселок ĕçченĕсем йышлăн çÿретчĕç.

Çак коллектив ĕçне эпĕ те активлăн хутшăнаттăм. Шÿтлеме те, лайăх хыпарсем пĕлтерме те юрататчĕ, вăрçă тапхăрĕнчи кун-çулĕпе те паллаштаратчĕ вăл. Баянпа ăста вылятчĕ, хăй юрăсем çыратчĕ. Ун юррисене концертра юрлакансем ăшă кăмăлпа çепĕççĕн шăрантаратчĕç. Хăй кĕвĕсем çырса ăсталăхне вăйлатса, çĕнетсех пычĕ. Çакна 1957 çулта республикăри çамрăксен пĕрремĕш фестивалĕнче «Салам Шупашкара» юрăпа лауреат ятне çĕнсе илни те çирĕплетет. Григорий Васильевич Моклаков Кавал ялĕнче 1923 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. Ун ачалăхĕ йывăр тапхăрта иртнĕ пулин те, Григорий пуçне усман. Ашшĕпе аслашшĕ ялти чи паллă купăсçăсем пулнă май Григорие çĕнĕ юрăсем вĕрентнĕ. Шкула кайичченех вăл ашшĕ-амăшĕпе ял ĕçĕсене пурнăçлама хутшăннă, Кавалти крахмал заводне тума çырмасенче вак чул пуçтарнă, уйра çум çумланă. 1930 çулта Григорий Кавал шкулĕн 1-мĕш класне вĕренме каять. Вăл 5-мĕш класа çитсен шкул ачисемпе икĕ хутлă кирпĕч çуртра вĕренме пуçлать. Пулас композитор шкулта лайăх вĕреннĕ, шкулти мĕн пур мероприятисене активлă хутшăннă. Хĕлĕхлĕ инструментсен оркестрне те çÿренĕ вăл, ку ăна музыка туйăмне лайăх ăнланма пулăшнă. Шкултан вĕренсе тухсан Григорий ялта платник, моторист пулса ĕçлет. Пултаруллă çамрăк Хусанти университета вĕренме кайма хатĕрленнĕ тапхăрта хăрушă вăрçă пуçланнă, çамрăксем пĕрин хыççăн тепри салтака тухса каяççĕ.

1941 çулхи кĕркунне Григорий Моклаков та фронта каять. Кунта разведчиксен шкулне пĕтерсен, тĕрлĕ заданисене пурнăçлать вăл. Сталинграда хÿтĕленĕ чух разведчиксен чи кирлĕ сведенисем памалла пулнă. Пĕр хăрушă çапăçура вăл тăнне çухатать, ăна медсанбата илсе каяççĕ, унтан - госпитале. Тухтăрсем сыватас тесе чылай тăрăшсан та Григорий куç курми пулса юлать.

1943 çулхи январьте Г.Моклакова госпитальтен киле ăсатаççĕ. Тăванĕсем, ял-йышсем вăрçăран аманса килнĕскере ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Вĕсен чунлăх ăшшине куçĕсем курмаççĕ пулин те, Григорий чĕре туйăмĕпе асăрхать. Часах хăйĕн юратнă хĕрĕпе Верăпа çемье çавăраççĕ: Вера Максимовнăпа Григорий Васильевич вунă ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем çемьере туслă пурăннă.

Куçĕсем курмаççĕ пулин те, Г.Моклаков ялта клуб заведующийĕ пулать, художествăлла коллектив йĕркелет, юрлама хăнăхтарать, сăвăсем çырать. Музыкăна Григорий Васильевич инвалидсен Загорскри ятарлă шкулĕнче вĕренсе тĕпчет. Музыка пĕлĕвне илнĕ хыççăн Вăрмарти клубра ĕçлеме пуçлать. Малтан вăл инструктор-массовик пулса тăрăшулăх кăтартать.

1956 çултан вăл кĕвĕ-юрăсем çырма пуçлать. Ун юррисен нотисене Мускавра, Киевра, Волгоградра, Прагăра пичетлесе кăларнă. 30 ытла юррине Чăваш радио фондне кĕртнĕ. В.Давыдов-Анатри, В.Алендей, Н.Евстафьев, М.Волкова, П.Ялгир, Г.Юмарт, Ю.Петров, Ю.Сементер, С.Баранова тата ытти сăвăçсен сăмахĕсем тăрăх Г.Моклаков 100 юрă ытла кĕвĕленĕ.

1991 çултанпа творчество енĕпе консультант пулса ĕçлет. Чăваш Енри куç курманнисен обществинче Правлени председателĕн çумĕнче тăрăшулăх кăтартать. 1966-1991 çулсенче «Энергия» пĕрлешĕвĕн хаçат редакторĕнче ĕçлет.

Унăн «Пурнăç вĕретĕр, юрă кĕрлетĕр») (1972 ç.) «Çамрăксен сасси» (1961 ç.), «Ĕçпе çамрăклăх» юррисем (1972 ç.), «Юрлас килет» (1982 ç.), «Çĕнĕ кун» (1989 ç.) тата ыттисем те пичетленсе тухнă. Вăрçă участникне икĕ орденпа тата 11 медальпе наградăланă, ун ятне Культура Министерствин Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Вăл РФ тата ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 2008 çулта ăна «Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят панă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика