20 июля 2013 г.

«Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар», - теççĕ халăхра. Çемье чăмăртаса ĕмĕр тăршшĕ пĕрле пурăнакан çемьесенчен вара çамрăк ăрăвăн тĕслĕх илсен питĕ лайăхчĕ. Вĕсенчен пĕри - Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Андреевсен çемйи.
Георгий Андреевичпа Зоя Петровна пĕрле çемье чăмăртани çур ĕмĕр çитрĕ. Г.Андреев 1956 çулта Мари Элти целлюлозăпа хут кăларакансене вĕрентсе кăларкан техникум пĕтерсе алла диплом илсен Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикине ĕçлеме килет. Зоя Петровна та 1959 çулта Улатăрти вăрманпа технологи училищинчен вĕренсе тухсан направленипе асăннă фабрикăна ĕçе вырнаçать. Çакăнта ĕнтĕ вĕсем пĕр-пĕрне тĕл пулаççĕ те. 1963 çулта çамрăксем çемье чăмăртаççĕ. Георгий Андреевичпа Зоя Петровна сĕтел-пукан фабрикинче 30 çул ытла тăрăшса вăй хураççĕ. Профессиллĕ ăсталăхпа, хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынипе вĕсем пĕрле ĕçлекенсем хушшинче пысăк хисепе тивĕçеççĕ.
Георгий Андреевичпа Зоя Петровнăшăн çемье чи малти вырăнта пулнă. Вăхăт çуккине пăхмасăрах вĕсем икĕ ывăлпа пĕр хĕре тивĕçлĕ воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Палăртма кăмăллă: çак çемьере яланах туслăх, юрату, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланма пултарни хуçаланнă, халĕ вĕсем çак енсене упраса пыраççĕ. Çемье вучахне вара Зоя Петровна «сÿнме» памасть, яланах вăл мăшăрĕпе хуйхăна та, савăнăçа та пĕрле пайлать.
Çур ĕмĕрхи юбилей ячĕпе Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова саламларĕç, 60 çул пĕрле пурăннине те паллă тумалла пултăр тесе сывлăх сунчĕç Андреевсен çемйине.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.