АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмарсем вăрманта та вашават

20 июля 2013 г.

Вăрмарсем вăрманта та вашават

Июлĕн 3-5-мĕшĕсенче Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕ çывăхĕнче шкул лесничествисен республикăри XXVII слечĕ иртнĕ.

Унта ултă районти 7 команда хутшăнннă. Пирĕн район чысне Ачасен Вăрмарти пултарулăх çурчĕн воспитанникĕсен «Çут çанталăк тĕпчевçисем» пĕрлешĕвĕн «Бумеранг» команди хÿтĕленĕ (ертсе пыраканĕ Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти биологи учителĕ Н.Кузьмина, команда членĕсем те çак шкултах вĕренеççĕ).

Слета хутшăнакансене ЧР çут çанталăкпа экологи министрĕн заместителĕ А.Яковлев саламланă. Вăл шкул лесничествисен юхăмĕ çут çанталăка сыхлас ĕçе пысăк витĕм кÿнисĕр пуçне ачасене хăйсене килĕшекен профессисене, калăпăр - вăрманçă, суйласа илме пултарнине те палăртнă.

Çак пысăк мероприяти вăхăтĕнче çамрăк вăрманçăсем зоологи, ботаника, гидробиологи, вăрман çитĕнĕтерес енĕпе хăйсен пĕлĕвĕсене кăтартнă. Çавăн пекех слета хутшăнакансем суйласа илнĕ пĕр темăпа («Вăрмана пĕлни тата вăрман çитĕнтересси», «Вăрманти ÿсен-тăрансен экологийĕ», «Çут çанталăка упрас тĕлĕшпе туса ирттермелли ĕçсем», «Вăрманти чĕрчунсен экологийĕ») наукăпа тĕпчев ĕçĕсем хÿтĕленĕ. Çак ĕçсене ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин «Присурский» заповедникăн, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн специалисчĕсем, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин «Эткер» центр методисчĕсем, республикăри çамрăксен экологи дружинин членĕсем хакланă. Ытти тĕрлĕ конкурссем те иртнĕ. Вĕсемсĕр пуçне слет вăхăтĕнче «Вăрман шкулĕ» те ĕçленĕ, унта ачасем çут çанталăка тĕпчемелли çĕнĕ меслетсемпе, приборсемпе паллашнă.

Конкурссен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Бумеранг» команда «Командăсемпе паллаштарни», «Шкул лесничествисен отчечĕ», «Чи лайăх стена хаçачĕ» номинацисенче мала тухнă. Уйра иртнĕ «Подрос» конференцире ентешсен наукăпа тĕпчев ĕçĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Гидробиологсен конкурсĕнче Е.Евсикова пĕрремĕш, ботаниксем хушшинче Т.Ларионова иккĕмĕш пулнă.

Слетра пултаруллă пулнăшăн «Бумеранг» команда ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин «Эткер» центрĕн Дипломне тивĕçнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н. КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика