АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта вырма пуçланчĕ

20 июля 2013 г.

Районта вырма пуçланчĕ

Çулпа çул пĕр килмест çав. Енчен те çанталăк йĕркеллĕ тăнă çулсенче вырмана утă хатĕрлесе пĕтернĕ хыççăн тухнă пулсассăн, кăçал вара, шăрăх пулнăран, республикăн кăнтăр енчи Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи хуçалăхсем вырмана тухрĕç. Пирĕн районти çĕр ĕçченĕсем те вĕсенчен юлмарĕç.

Акă июлĕн 18-мĕшĕнче «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн Чулкасри уйрăмĕнчи кĕрхи тулă пуссине А.Васильев комбайнер хăйĕн «уй-хир карапне» илсе тухнă. 60 гектар йышăнакан лаптăкри кĕрхи тулла тÿрремĕнех çапса кĕске вăхăт хушшинчех пухса кĕртĕç. Пĕтĕмпе вара кăçал хуçалăхра тĕш тырă культурисем 3000 гектар ытла йышăнаççĕ. Тыр-пул пухма виçĕ «Кейс» тата икĕ «Дон» комбайнсене явăçтарĕç.

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи те вырмана тухма хатĕр. Юсав мастерскойĕн заведующийĕ В.Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, тĕп инженер Ю.Никоноров, В.Алексеев механик йĕркелесе ертсе пынипе, кирлĕ саппас пайсемпе вăхăтра тивĕçтерсе тăнипе комбайнерсемпе слесарьсем «хир карапĕсене» кĕске вăхăт хушшинчех юсаса ĕçе юрăхлă тунă. Вĕсем вара хуçалăхра пилĕк единица - ACROS-530 тата «Нива» СК-5 икшер, «Енисей - 950» - 1. Вĕсемпе тырă пуссине опытлă экипажсем тухĕç. «Енисее» кăçал та ашшĕпе ывăлĕ - Валерийпе Дмитрий Алексеевсем ĕçлеттерĕç. Çак комбайна хире пуçласа 2005 çулта кăларнă. Унтанпа 12 пин центнер тырăран кая пĕрре те вырса çапса тĕшĕлесе илмен. Çакăн çинчен бункер çине ÿкернĕ çăлтăрсем те калаççĕ. 2012 çул тесе çырнă çĕрте вара - 12 çăлтăр.

- Çанталăкĕ темле пулсан та каялла чакас марччĕ-ха, - тет Валерий Николаевич комбайнер.

ACROS-530 комбайнсемпе вырмана С.Никоноровпа А.Никифоров тата В.Яковлевпа Д.Войков экипажĕсем тухĕç. «Нива» СК-5 хир карапĕсемпе В.Васильевпа А.Григорьев тата Г.Афиногенов. Пурте вĕсем опытлă механизаторсем. Уйрăмах вара Владимир Витальевич Васильев çинче чарăнса тăрас килет. Кăçал вăл вырман виççĕмĕш теçеткине «ваклать». Пĕр сиктермесĕр çирĕм çул хушши хăйĕн «карапне» хире кăларнă вăл, кăçал вара 21-мĕш хут штурвал умне ларĕ. Тырра мĕнле вырса çапнине пăхас тесе çÿлерех асăннă «Енисейпе» В.Алексеев кĕрхи ыраш пуссинче тĕрĕслев çаврăмĕ тунă та. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ В.Нарзаев каланă тăрăх, кĕрхи ыраш пулса çитнĕ, лайăх çапăнать, çавăнпа та çанталăк май парсанах çак культура пуссине - вăл 150 гектар йышăнать - комбайнсене кăларасшăн, унтан вара - кĕрхи тулă, çурхи культурăсем. Çакна та палăртмалла: малтанхи пек комбайнер тата комбайнер пулăшуçи ăнлавсем уйрăлса тăмаççĕ - пурте пĕр-пĕрне улăштарма, ĕçе кирлĕ пек пурнăçлама пултараççĕ. Йĕтем çинче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ, тырă алламалли агрегатсем ĕçлеççĕ, кунта ĕçлекенсен штатне те çирĕплетнĕ. Киввăрмарсем кашни çулах вырмана кĕске вăхăтра, тăкаксăр вĕçлеççĕ. Кăçал та çапла пуласса фабрика директорĕ Н.Петров шанса тăрать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика