АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономика аталанăвĕ - тĕп вырăнта

20 июля 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Куславкка районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă.

Малтанах вăл В.Семеновăн хресчен-фермер хуçалăхне çитнĕ, хăяра механизациленĕ майпа пуçтарнипе паллашнă. Тĕрлемесри шкулта М.Игнатьев юсав ĕçĕсемпе, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе интересленнĕ. Кунта 274 ача вĕренет, вĕсене паха пĕлÿ параççĕ, çакна Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн кăтартăвĕсем те çулленех çирĕплетеççĕ. Çавăнпах кунтан вĕренсе тухнисем аслă шкулсене йышлăн кĕреççĕ.

Республика ертÿçи «Автофургон» тулли мар яваплă обществăра та пулнă. Куславккари автофургонсен комбинатĕнчен туяннă производство цехĕсенче транспорт хатĕрĕсем туса кăлараççĕ: ГАЗ, КамАЗ, «Урал», КрАЗ никĕсĕ çинче ятарлă тĕллевлĕ автомобильсем тăваççĕ. Вĕсемпе промышленноçăн тĕрлĕ отраслĕнче, тĕрлĕ климат условийĕсенче ăнăçлă усă кураççĕ.

Канашлура çавăн пекех тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, ял хуçалăхне аталантарассипе, хаксен йĕркелĕвĕпе, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх сферипе, муниципалитет çĕрĕпе тухăçлă усă курассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май М.Игнатьев экономикăна аталантарасси Куславкка районĕшĕн тĕп ыйту пулнине палăртнă.

К.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика