20 июля 2013 г.

Шкулăм, юратнă шкулăм! Мĕнлерех çывăх, хаклă эсĕ, пирĕншĕн яланах илĕртÿллĕ.
Кашни çын пурнăçĕнче шкулта вĕреннĕ çулсем тарăн йĕр хăвараççĕ. Вăхăт иртнĕ çемĕн çак туртăм татах вăйланса пырать. Ку хутĕнче тăван шкула кайма уйрăм сăлтав тупăнчĕ: эпир Кавалти вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпа 35 çул çитрĕ. 1978 çулта виçĕ класран 87 ача вĕренсе тухнă çак шкултан.
Пурне те пире ырă сунса савăнăçлă, çиçсе тăракан куçсемпе кĕтсе илчĕ 10а класс ертÿçи пулнă Татьяна Васильевна Ашмарина. Ах, мĕнле асамлă вăл çак самант - шкул кунтан вĕренсе тухнисене кĕтсе илет. 35 çул каялла шкул ачисем пулнăскерсем тăван шкулăн коридорĕсемпе иртсе хăйсем ларнă партăсем хушшине ларчĕç, ачалăх кунĕсем епле интереслĕ те хăвăрт иртнине аса илчĕç.
Тĕл пулу каçне 9-мĕш класра вĕренекенсем ертсе пычĕç. Малтанах шкул ачисем хăнасене сăвă-юрăпа савăнтарчĕç, тĕрлĕ ыйтусем парса кăсăкланчĕç, викторина, вăйă ирттерчĕç.
Кавал шкулĕнчен вĕренсе тухнисем тĕл пулăва чылайăшĕ килнĕ. Вĕсем хушшинче - тĕрлĕ профессиллĕ çынсем, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлекенсем. Акă Надеждăпа Владимир Чумычкинсем Тюмень облаçĕнчен килнĕ, иккĕшĕ те Новосибирск хулинче аслă пĕлÿ илнĕ. И.Таратин та Çĕпĕрте пурăнать, 1981 çултанпа «Трансгазра» вăй хурать. Вячеслав Адюков (I) вара МАТИ пĕтернĕ хыççăн Мускав хулинче тăрăшса ĕçлет. Вячеслав Адюков (II) тăван ялтах юлнă. Вăл пултаруллă тракторист, çĕр ĕçне чунтан юратать. В.Адюков машинист пулса Çĕпĕрте ĕçлет. О.Адюков, Л.Адюкова - Мускавра тăрăшаççĕ. Н.Адюкова вара 1987 çултанпа Шупашкарти электроаппарат заводĕнче АСУПăн тĕп специалисчĕ пулса ĕçлет. «А» класра Адюковсем улттăн вĕреннĕ.
«Б» класран тĕл пулура - виçĕ учитель: Р.Кузнецова, И.Степанова - акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем, В.Табаков - музыка учителĕ - 25 çул ытла шкулта ачасене тăрăшса вĕрентеççĕ. Çак ÿсĕмрисем хушшинче строительсем те йышлă. Тĕслĕхрен, И.Александров, Ю.Исаев, В.Степанов - çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ. А.Дубровская 32 çул хушши ĕнтĕ районти тĕп больницăра медицина сестри пулса тăрăшать. Н.Александрова та 33 çул медсестра пулса Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча больницинче ĕçлет. Н.Рожкова - Шупашкарти техникумра студентсене вĕрентет. А.Грачева вара Шупашкарти 13-мĕш ача садĕнче 27 çул тăрăшса ĕçлет. Ф.Викторов та Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. (Пурин çинчен те нумай çырма пулать - çырса пĕтерме те çук).
Тĕл пулу чĕрери ачаш та савăк туйăмсене хускатрĕ. Савăнăçлă аса илÿсем нумай пулчĕç: пĕрремĕш хут шкула килни, походсемпе экскурсисене кайни, «чи лайăх класс» ята илессишĕн тăрăшни тата ыттисем те.
Шкул пĕтерни 35 çул иртнĕ пулсан та вĕсем хăйсене вĕрентнĕ учительсене, класс ертÿçисене хумханса аса илчĕç, пĕлÿ тĕнчине ăс панăшăн тав турĕç.
Шкул директорĕ пулнă В.Туртушов, класс ертÿçисем: А.Афанасьева, М.Васильева, вырăс чĕлхипе литературăна вĕрентнĕ Т.Тимофеева, пĕрремĕш учительсем: О.Герасимова, Р.Егорова, М.Егорова тата ытти учительсен сăнарĕсем чуна кĕрсе вырнаçни курăнчĕ.
Тĕл пулу каçĕнче пĕтĕм кăмăлтан хăйсем юратнă юрăсене юрларĕç. Шкул, тăван тавралăх çинчен В.Табаков çырнă юрăсене киленсе итлесе ларчĕç. Пĕрле выляса ÿснĕ тантăшăн юррисен сăмахĕсем пурне те тыткăнларĕç.
В.Адюков (I) гитарăпа илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ, юлташĕсене те юрлаттарчĕ. Чуна пырса тивекен юрăсем шăранчĕç. Тĕл пулу каçĕ пурне те хумхантарчĕ, савăнтарчĕ.
«Мĕнле лайăх пулчĕ вăхăтлăха ырă та илемлĕ тĕнчене таврăнма», - терĕ Н.Рожкова. И.Таратин калашле, кашни тĕл пулу хыççăн эпир татах та çывăхланатпăр, пирĕн туслăх çулран-çул çирĕпленсе пырать.
«Шкул вăл яланах çуркунне,
Шкул вăл - ырă тĕнче», - терĕç çак тĕл пулăва йĕркелеме чи хастаррăн хутшăннă В.Адюковпа В.Чумычкин.
Юбилей ячĕпе выпускниксем хăйсен юратнă учительне Т.Ашмаринăна тав туса, тата нумай тĕл пулу иртермелле пултăр тесе, ялан çирĕп сывлăхлă пулма велосипед парнелерĕç.
Татьяна Васильевна пире пурне те пĕрле пухăннăшăн чĕререн тав турĕ. Кашни ача хăй вырăнне тупнăшăн, хăйне килĕшекен професси тĕрĕс суйласа илнишĕн пурне те мухтарĕ, малашнехи пурнăçра телей, ăнăçу сунчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В. ИГНАТЬЕВА, 1978 cулта шкултан вeренсе тухнaскер.