АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх канакан - ĕçлеме вăй-хал пухакан

20 июля 2013 г.

Лайăх канакан - ĕçлеме вăй-хал пухакан

Çветтуй Петрпа Павел апостолсен кунне пирĕн районта икĕ ялта - Шăхальте тата Тикашра анлă паллă тăваççĕ. Пĕрремĕшĕнче - июлĕн 12-мĕшĕнче, иккĕмĕшĕнче - Тикашра - 13-мĕшĕнче. Вĕсен ячĕллĕ чиркÿ Шăхалĕнче 1765 çултанпах ĕçлет. Чиркÿн çĕнĕ çуртне хăпартнă хыççăн ял илемĕшĕ пулса тăнă Турă çуртне çÿрекенсем татах йышланчĕç. Питрав кунĕ ку тăрăхра пурăнакансемшĕн чи пысăк уявсенчен пĕри.

Шăхаль. Асăннă праçнике кунта Акатуйпа пĕр кун ирттереççĕ. Çавăнпа та мероприятисем йышлă. Стадиона пухăннисене чи малтанах культура тата ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсенчен тăракан хор уяв юррисемпе кĕтсе илчĕ. Пĕр тăван пиччĕшĕпе шăллĕ Моисеевсем, ăста çамрăк купăсçăсем, пурне те ăста купăс каласа, юрласа тыткăна илчĕç. Шупашкартан килнĕ «Хавас» ушкăн та халăха самаях хаваслантарчĕ.

Ял уявĕ тата Акатуй ячĕпе Шăхальсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, поэт, композитор Н.Иванов саламларĕç. Анатолий Артемьевич ялăн экономикипе социаллă пурнăçĕпе паллаштарнă хыççăн йăлана кĕнĕ йĕркепе ял администрацийĕн ячĕпе ялти, вăл çеç те мар - районти чи ватă çынна - 100 çулхи Анна Ивановна Ивановăна тата чи çамрăк хĕр ачана - Анна Маковăна, çемье çавăрса пĕрле килĕштерсе 50 çул ытла пурăнакан Тапиновсемпе, Албутовсене парнесем парса чысланă. Ун хыççăн «Шигали» ЯХПК ертÿçи В.Тапинов ял халăхне саламланă, кооперативра тăрăшулăх кăтартакансене парнесем панă. Çакна та палăртмалла, асăннă кун ялта РФ Патшалăх Думин Комитечĕн председателĕн заместителĕ Р.Тихонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пулнă. Çветтуй Петрпа Павел апостолсен чиркĕвĕнче пухăннисене уяв ячĕпе саламланă.

Спорт вăййисенче вăй виçекенсем те, куракансем те йышлă пулнă. Михĕсемпе çапăçса В.Ручков (Вăрмар поселокĕ) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Турник çинче туртăнассипе А.Гафитуллина çитекенни пулман. Вăрăмăшне сикессипе те, алă вăйĕ виçессипе те, кире пуканĕ йăтассипе те ăмăртнă спорта юратакансем. Кĕрешсе вара Тикашри И.Иванов паттăра тухса така çĕнсе илнĕ.

Тикаш. Çак кун ĕçлĕ çул çÿревпе районта ЧР Правительствин вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пулнă май, Тикашсем патне ял уявĕпе саламлама вăл тата район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов та килнĕ. Ялта пурăнакансене, хăнасене, уйрăмах вара çĕр ĕçченĕсене - Тикашсем ку енĕпе яланах ырă еннелле палăрса тăнă - саламланă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов хăйĕн саламлă сăмахĕнче тăрăхра пушă выртакан пĕр çĕр лаптăкĕ те çуккине, кунта пурăнакансем ăна кăмăлласах арендăна илнине палăртнă.

Уява малалла чăваш эстрада çăлтăрĕсем тăснă, куракансен кăмăлне çĕкленĕ. Спорт вăййисен чи тĕп тĕшши - наци кĕрешĕвĕ. Вăл уйрăмах çивĕч иртнĕ, паттăра Тикашри Н.Иванов юлнă. Çавăн пекех волейбол, футбол, ытти вăйăсем иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ял тăрăхĕн администрацийĕн парнисене тивĕçнĕ.

Шăхальсем те, Тикашсем те çак уявсенче чунтан савăнса малалла тăрăшса ĕçлеме вăй-хăват пухнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.НАРСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика