АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чапшăн мар, чун хушнипе ĕçленĕ

20 июля 2013 г.

Чапшăн мар, чун хушнипе ĕçленĕ

Юлия Иосифовна Зайцевăн (хĕр чухнехи хушамачĕ Егорова), тискер вăрçă кунĕсенче кун çути курнăскерĕн, ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăлах пулман. Вăл 1943-мĕш çулта Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемье йышлă пулнă пирки, ачасене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Ĕç тутине пĕлсе ÿснĕ тени юрăхлă кун пек чухне.

Çичĕ класлă шкула пĕтернĕ хыççăн ăçта вĕренме каймалла-ши текен шухăша яракан ыйту пачах та тăман ун умĕнче. Юля тÿрех ĕçе кÿлĕннĕ. Унăн ĕç биографийĕ Кавалти крахмал заводĕнчен пуçланать. Тĕрлĕ ĕçсем тума лекнĕ професси пулман хĕр ачан. Аллă килограмлă михĕсене арçынсемпе танах машинăсем çине тиесе Вăрмар станцине ăсатнă. Унтан вара çак крахмал миххисене вагонсем çине куçарнă. Çамрăк хĕр ĕçе Çĕнĕ Вĕренертен Кавала икĕ çул хушши çуран çÿренĕ, вăхăтра çитнĕ, кая юлни пулман.

Малалла хастар хĕр ача Вăрмарти строительство организацине (МСОна) вырнаçать.

- Пирĕн организаци Вăрмарти больницăн инфекци, хирургипе терапи уйрăмĕн çурчĕсене хăпартнă, - тет вăл иртнине аса илсе. Райпо складне купаланă çĕрте те Юльăн тÿпи пур. Миçе пин кирпĕч йăтман-ши наçилккасем çине хурса, мĕн чухлĕ раствор çăрман-ши; Хĕрне йывăр лекнине курсан, ашшĕ-амăшĕн чĕри ыратнă паллах. Çапла вара ăна ашшĕ малалла вĕренме сĕнет. «Пĕлÿ пух, хĕрĕм. Вĕреннинчен ырри-çук», - тет.

1962-мĕш çулта Юля Патăрьелĕнчи ял хуçалăх шкулĕнче кĕçĕн ветеринари фельдшерĕн профессине алла илет. Çамрăк специалиста тăван колхозра хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Нумаях ĕçлеме тивмен «За коммунизм» колхозра, шăпа ăна «Шимкусский» колхоза илсе çитерет. Кунта та вăл выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулса ĕçлет.

1967-мĕш çулта Юлия Шăхаль каччипе В.Зайцевпа паллашса хăйĕн телейне тупать. Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе нумай çул пурăннă, ача-пăча çуратса анлă çул çине кăларнă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Шел, Владимир Александрович 2009-мĕш çулта вăхăтсăрах çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Ялта вăл паллă та ят-сумлă çын пулнă. Ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă, комбайнертан пуçласа колхоз председателĕ таран çитнĕ: парти шкулĕнче ăс пухнă, хăй те ачасене технологи предметне вĕрентнĕ. Ял Совет председателĕ пулса та ĕçленĕ...

Ю.Зайцеван ĕç кĕнекинчен çакна пĕлме пулать: 1967-мĕш çулта «Восход» колхозăн Шăхальти сысна фермине ветфельдшер должноçĕпе ĕçе илнĕ, 1999 çулта тивĕçлĕ канăва кайнине пула ĕçрен хăтарнă. Çавăн пек вара, Юлия Иосифовна пĕр вырăнта вăтăр икĕ çул хушши хăй ĕçне чунтан юратса тунă. Чапшăн ĕçлемен, ĕçне чĕре хушнипе пурнăçланă.

Унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă. 1990-мĕш çулта «Ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçлĕ пулнă. Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чыс тунă ăна. Юлия Иосифовнăпа Владимир Александрович Зайцевсен ачисем те хамăр районтах тĕпленнĕ.

Аслă хĕрĕ - Елена - Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче ăс пухнă. Халĕ - республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерăн Вăрмарти уйрăмĕн заведующийĕ. Николай вара çак университерах строительство факультечĕ пĕтернĕ. Вăл «Урмарская» КСО АХО тĕп директорĕ. Михаил çак организацинче чылай çул хушши водитель пулса тăрăшать.

Çамрăк чухне ĕмĕтленнисем пурнăçланчĕç-и тесе ыйтсан, Юлия Иосифовнăн пичĕ йăл кулăпа илемленчĕ: «Хамăр пурнăçа пĕрре те начар пурăнса ирттертĕмĕр тесе калас килмест-ха. Ачасемпе, мăнуксемпе чун-чĕререн савăнса пурăнатăп. Ултă мăнук парнелерĕç ачасем. Мăн кукамай та пулса тăтăм. Мăнуксем шкулта лайăх вĕренни те мăнаçлантарать. Настя, София, Саша «пиллĕксемпе» кăна вĕренеççĕ», - терĕ вăл. Юля аппа, хăй пурнăçне выльăх-чĕрлĕхсемпе çыхăнтарнăскер, юратнă ĕçсĕр ларма пултараймасть. Унăн картиш тулли сурăхĕсем, сыснасем те пур, кайăк-кĕшĕкне те тытать.

Пахча çимĕç ÿстерме те ăста: помидор, хăяр, купăста йăранĕсем хушшинче кăнтăр çимĕçсем - арбузпа дыня - вырăн тупнă. «Çак ĕçсене чăн-чăнах та юратса таватăп, ĕçпе киленетĕп», - тет вăл. Малашне те çапла пултăрччĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.ПУКЛАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика