АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕрсене юсаççĕ

18 июля 2013 г.

Çул-йĕрсене юсаççĕ

Пирĕн республикăра çул-йĕр тăвассипе çыхăннă программăсемпе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Çул-йĕр сетьне хăвăрт аталантарас енĕпе пурнăçламалли проектсенчен пĕрне - кашни ял патне асфальтлă çул çитермеллине пурнăçланă. Хальхи вăхăтра çул-йĕр строительствин ĕçченĕсем халăх пурăнакан мĕн пур вырăнсен тĕп урам сетьне асфальт сармалли программăпа вăй хураççĕ. Çак ĕçе вара 2015 çул тĕлне вĕçлемеллине палăртнă.

Ку енĕпе «Чувашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем уйрăмах тăрăшса ĕçленине палăртмалла. Асфальт сарнисĕр пуçне кунта вăй хуракансем 215 километр тăршшĕ çула пăхса, юсаса тăраççĕ. Республика пĕлтерĕшлĕ «Энĕш» тата «Вăрмар - Кавал - Нăрлат» автоçулсем хĕрринчи çул-йĕр знакĕсене пĕтĕмпех улăштарнă, бордюрсене сăрланă. Хальхи вăхăтра кунти ĕçченсем вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре юсассипе ĕçлеççĕ. Акă Чупай, Кĕлкеш ялĕсем патне каякан автоçулсенчи путăк-шăтăксене саплассипе тăрăшса вăй хучĕç. Халĕ вара «Вăрмар - Тикаш» автоçула юсассипе тăрăшаççĕ. КамАЗ автомашинăсемпе çулăн икĕ айккипе тăпра турттарассипе ĕçлеççĕ. Çак ĕçре В.Дисконтов, Н.Иванов водительсем, В.Петров грейдерист, погрузчикпе ĕçлекен Н.Александров, А.Артемьев, Н.Муланов трактористсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ.

«Эпир ку е вăл ĕçе пурте кар тăрса пурнăçлатпăр. Пирĕн çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕнче электрик-и вăл е токарь пулса ĕçлет-и - кирлĕ вăхăтра яланах ытти рабочисемпе пĕрлех асфальтлă çул хывнă вырăнта ĕçлеççĕ. Тепĕр майлă каласан пĕр-пĕрне яланах пулăшса пыратпăр», - тет строительствăпа монтаж ĕçĕсен мастерĕ В.Муллин хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май. А.Иванов, В.Краснов водительсем, А.Гурьев оператор, И.Васильев токарь, С.Николаев электрик пĕр ĕçрен те ÿркенмеççĕ. Е.Васильев тракторист вара «Беларус» тракторпа çул айккисенче ÿсекен курăксене çулать.

«Çулсене тирпей-илем кĕртесси пирĕн тивĕç. Çавăнпа та пирĕн патăрта тăрăшса вăй хуракансем çулсене, вĕсенчи чарăну павильонĕсене пăхсах тăраççĕ. Анчах та юлашки вăхăтра чарăну павильонĕсем патне вырăнти халăх миххи-миххипе тĕрлĕ ăпăр-тапăр пуçтарса лартма тытăнчĕ. Çакна та асăрхаттраса каласшăн: çулсен айккисене кирлĕ мар япаласемпе тултарнă михĕсем пăрахса хăварма, чарăну павильонĕсем çывăхне тĕрлĕ ăпăр-тапăр пуçтарса лартма юрамасть. Çакă çул çинче инкек-синкек кăларса тăратма пултарать», - терĕ Владимир Игоревич.

Хамăр районти çулсене пăхса тăнисĕр пуçне асăннă предприятин ĕçченĕсем Куславкка районĕнчи çулсене юсассипе те тăрăшаççĕ. Çавăн пекех Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар çулĕсенче те ĕçлеççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан 70 çынран тăракан коллектив хăйĕн ĕçне пур яваплăхпа туйса пурнăçлать. Вăрмар поселокĕнче те хальхи вăхăтра урамсене хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарас ĕç пырать. Вĕсене «Алмар» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Молодежная, Заводская, К.Иванов, Энтузиастсен, Свердлов урамĕсенчи çул-йĕрсене юсаса çĕнетнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика