19 декабря 2012 г.
Районта «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлнăранпа чылай шкул ачи шывра ишме вĕренчĕ. Спортăн çак тĕсĕ сывлăхшăн, çитĕнсе пыракан ачасен кĕлеткипе ÿт-пĕвĕшĕн калама çук пĕлтерĕшлĕ. Тăтăшах ачасене шкул автобусĕсемпе бассейна илсе çÿрени вĕсене чылай аталанма май парать. Кунта шкул ачисем хушшинче шывра ишсе ăмăртассипе час-часах ăмăртусем йĕркелеççĕ.
Иртнĕ кунсенче «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче шывра ишсе мала тухассипе черетлĕ ăмăрту иртрĕ. Ăмăрту 2 ушкăнпа пулчĕ. 1-мĕш ушкăнра – 1998 тата кĕçĕнрех çулхисем, 2-мĕш ушкăнра - 1997 тата аслăрах çулхисем. Пурĕ 132 çамрăк ишевçĕ ăмăртăва хутшăнчĕç. Пĕрремĕш ушкăнри хĕр ачасем хушшинче 50 метрлă дистанцире Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулне çÿрекенсем мала тухрĕç. 22 ишевçĕ хушшинче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти А.Платонова 1-мĕш, Д.Федорова 2-мĕш, В.Васильева 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çак ушкăнри 38 арçын ача хушшинче 50 метрлă дистанцире Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти Л.Степанов 1-мĕш, Чулкасри тĕп шкулти Д.Федоров 2-мĕш, Вăрмарти вăтам шкулти А.Чернов 3-мĕш вырăна тухрĕç. Çак призерсем пурте Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулне çÿреççĕ. 1998 тата кĕçĕнрех çулхи хĕр ачасен ушкăнĕсем хушшинчи эстафетăра Вăрмарти шкул команди 1-мĕш, Кивĕ Вăрмарти - 2-мĕш, Кĕтеснерти 3-мĕш пулчĕç. 1998 тата кĕçĕнрех çулхи арçын ачасен командисем хушшинчи эстафетăра 1-мĕш вырăна Чулкасри, 2-мĕшне Арапуçĕнчи, 3-мĕш вырăна Пысăк Енккассинчи шкул командисем çĕнсе илчĕç.
1997 тата аслăрах çулхи хĕрсем хушшинче 50 метрлă дистанцире финиша Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекен О.Иванова 1-мĕш, Н.Чернова 2-мĕш, О.Чернова 3-мĕш ишсе тухрĕç. Çак ÿсĕмри арçын ачасем хушшинче финиша Вăрмарти вăтам шкулти И.Голубев ишсе тухрĕ, Кĕлкешри А.Иванов 2-мĕш, Мăнçырмари В.Тимофеев 3-мĕш пулчĕç. Хĕрсем хушшинчи эстафетăра Вăрмарти вăтам шкул команди чи пĕрремĕш, ун хыççăн Урнар шкул команди 2-мĕш, Пысăк Енккассинчи 3-мĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Арçын ачасен командисем хушшинче иртнĕ эстафетăра Вăрмарти вăтам шкул команди 1-мĕш, Мăнçырмари 2-мĕш, Пысăк Енккассинчи 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.