АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтереççĕ вĕсем - Вăрмарсем

19 декабря 2012 г.

Волейболла выляссипе Вăрмарсем тахçанах палăрса тăнă, халĕ те ăсталăха çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ.

Акă декабрĕн 15-мĕшĕнче пирĕн ентешсем «Урожай» физкультурăпа спорт обществин Чăваш Республикинчи уйрăмĕ йĕркеленипе Тăвайĕнчи «Аль» физкультурăпа спорт комплексĕнче ирттернĕ республика шайĕнчи ăмăртура çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Вăрмарсен икĕ ушкăнĕ пулчĕ унта: хĕрарăмсен тата арçынсен командисем. Район чысне Д.Иванов, И.Карзаков (Тикаш), Сергейпе Дмитрий Долговсем, Ю.Николаев, С.Федоров (Шăхаль), В.Иванов (Тикаш), Д.Петров (Вăрмар поселокĕ), А.Никифорова, Настьăпа Алена Александровасем, Алинăпа Евгения Ляшенкăсем, Е.Сергеева, Л.Агапова (Вăрмар поселокĕ) хÿтĕленĕ. Республика шайĕпе илес пулсассăн питĕ ăнăçлă - икĕ команда та виççĕмĕш вырăна тухнă, парнесемпе медальсене тивĕçнĕ.

«Урожай» спорт обществи тÿрремĕнех ял хуçалăхĕпе çыхăннă май ăмăртăва тухса çÿреме «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ пысăк тÿпе хывнă. Сăмах май унăн ертÿçи Владимир Анатольевич 2013 çулхи январĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа волейбол енĕпе «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн Вăрмарти Спорт çуртĕнче турнир ирттерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика