19 декабря 2012 г.
Акă çулталăк та вĕçленет, унпа пĕрлех РФ Президенчĕ пĕлтернĕ «2012 çул - Раççей историйĕн çулталăкĕ» вĕçленсе пырать. Раççей историйĕ çĕршывра пурăнакан кашни халăх историйĕ çинче никĕсленсе тăрать. Вăл кашни хула, ял, уйрăм çыннăн никĕсĕ. Çавăнпа та çак çул Кĕтеснер шкулĕнче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем тĕрлĕ пысăк мероприятисем ирттерчĕç.
Акă сентябрĕн 4-мĕшĕнче Социализмла Ĕç Геройĕн С.Лукинăн 90 çулхи юбилейне халалласа ирттернĕ мероприяти уйрăмах асра юлчĕ. Вăл районти тавра пĕлÿ музейĕнче иртрĕ. Ачасем Мичурин ячĕллĕ колхоза 1966-1988 çулсенче ертсе пынă Сергей Лукичпа пĕрле ĕçленĕ Н.Никоноров аса илĕвне ăша хывса итлерĕç, кинофрагментсем пăхрĕç.
Декабрĕн 3-мĕшĕнчен пуçланнă историн вунă кунлăхĕ те тухăçлă иртрĕ. 5-9 классенче вĕренекенсем класс ертÿçисем ертсе пынипе Раççей историйĕн пĕлтерĕшлĕ датисемпе çыхăннă бюллетенсем кăларнă: Раççей патшалăхне - 1150, 1812 çулхи Отечественнăй вăрçа - 200, Мускавран ют çĕршыв интервенчĕсене хăваласа кăларнăранпа 400, нимĕç-фашист оккупанчĕсене Сталинград патĕнче çапса çĕмĕрнĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа. Раççейри аслă реформатор П.Столыпин çуралнăранпа 150 çул çитнине те манса хăварман.
Декабрĕн 4-мĕшĕнче вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те «Тăван çĕршыв сывлăшĕпе сывласа» литературăпа музыка конкурсне хутшăнчĕç. Е.Никифорова, Н.Сотников (8 класра вĕренекенсем) ертÿçĕсем курава килнисене истори факчĕсемпе тыткăнларĕç. Нестор манах, Иван Сусанин, чăваш хресченĕсен сăнарĕсем истори чăнлăхне ăша хывма чылай пулăшрĕç. Çакна 6-9-мĕш классенче вĕренекенсем витĕмлĕн кăтартса пачĕç.
Декабрĕн 8-мĕшĕнче шкулта Паттăрлăх урокĕсем иртрĕç, ăна Патшалăх Геройĕсен куннех халалланă. Вĕсен умĕнче пуç тайса хисеп тăватпăр.
Тăван çĕр тем тума та пултарать - хамăр тăрăшсан çăкăрĕпе те тăрантарать, таса шыв ĕçме те май парать. Анчах ăна упрасси пирĕн чи пысăк тивĕç. Çавăн чухне кăна çăкри те тулăх пулĕ, шывĕ те шăнкăр-шăнкăр юхĕ. Çакна шута илсе ĕçлеççĕ те ĕнтĕ Кĕтеснер шкулĕнчи вĕрентекенсем.