19 декабря 2012 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн ирттернĕ «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци вĕçленнĕ. Çак вăхăтра районти тĕрлĕ шкулсенче, библиотекăсенче, спорт объекчĕсенче тĕрлĕ курăмлă ăмăртусем, мероприятисем ирттернĕ.
Сăмахран «Сывă наци - сывă çĕршыв» видеороликсен, «Сывă пулма питĕ лайăх» çамрăк сăвăçсен конкурсĕсем иртнĕ. Конкурс ĕçĕсенче ачасем поэзи жанрне алла ăнăçлăн илсе пынине çеç мар, агитациллĕ материалсем хайлама пултарнине те кăтартнă. Культура учрежденийĕсенче тематикăлла дискотекăсем иртнĕ. «КЭС-Баскет» баскетбол лигин ăмăртăвĕсем те нумай çамрăксене пуçтарнă. Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Вăрмарти спорт çуртĕнче самбо енĕпе СССР спорт мастерĕ пулнă С.Уливанова асăнса турнир ирттернĕ, унта пĕтĕмпе 62 спортсмен - 7 командăран - хутшăннă. Ноябрĕн 19-мĕшĕнче «Пируса çук тесе калар» акци Пысăк Енккассинчи Культура центрĕнче иртнĕ. Акци вăхăтĕнче ирттернĕ пур мероприятие асăнса та пĕтереймĕн. Йĕркелÿ комитечĕ кĕрхи акци çуркуннехинчен пысăкрах активлăхпа иртнине, мероприятисен шайĕ те çÿллĕрех пулнине, çак шая 2013 çулхи акцисем вăхăтĕнче те тытса пыма кирлине палăртнă.